АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентеш чемпиона асăнса - ăмăрту

10 октября 2017 г.

Ентеш чемпиона асăнса - ăмăрту

Октябрĕн 7-мĕшĕнче «Хĕлхем» спорт шкулĕн стадионĕнче çăмăл атлетика ăмăртăвĕ иртрĕ. Ăна йăлана кĕнĕ тăрăх Чăваш Енĕн çăмăл атлетика чемпионне Эдуард Анисимова халалларĕç.

Спорт ăмăртăвне спорт шкулĕн директорĕ Валерий Сергеев уçрĕ. Пухăннисене Эдуард Анисимовăн ашшĕ Владимир Ильич, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Лидия Никитина, СССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕ, XXI Олимп вăййисене хутшăннă Виктор Семенов ăнăçу сунчĕç. Унтан Эдуарда асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.

Çăмăл атлетика тусĕсем кашниех старта пĕрремĕш çитессишĕн вăй-хала шеллемесĕр малалла ăнтăлчĕç. 2002 çулта çуралнă тата кĕçĕнрех хĕрачасемпе арçын ачасем 800 тата 400 метра парăнтарчĕç. Элĕк салинчи Никита Павловпа Софья Бойницына финиша пĕрремĕш çитрĕç. Иккĕмĕш вырăнта - Никита Матьянов (Элĕк) тата Ксения Никитина (Элĕк), Николай Федоровпа (Юнтапа) Мария Кириллова (Шĕмшеш) виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

Аслисем хушшинче 1500 тата 800 метр чупса Элĕксене çитекенни пулмарĕ. Евгений Марковпа Анастасия Дубинина пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарчĕç, иккĕмĕш вырăнта - Евгений Федоровпа Ирина Свисткова, виççĕмĕшсем - Денис Захаровпа Александра Александрова. Çĕнтерÿçĕсене укçан хавхалантарчĕç тата грамотăсемпе чысларĕç. Вăтам шкулсем хушшинче команда зачетĕнче Тавăт шкулĕ виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ, иккĕмĕш вырăнта - Юнтапасем, Элĕк шкулĕ çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Тĕп шкулсем хушшинче Тенисем виççĕмĕш, Ураскилт шкулĕ - иккĕмĕш, Шĕмшеш шкулĕ пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Команда капитанĕсене пылак парнесемпе хавхалантарчĕç.

А.ВОНИФАТЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика