Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем – манăн тĕнче

27 сентября 2017 г.

Çак сăмахсене Вăрнарти «Ручеек» ача садĕнче тимлекен Елена Павлова ахальтен каламасть. Педагогика ĕçĕнче хăйне вăл чăннипех те хăй тĕнчинче туять

Юлашки вăхăтра обществăра ырă сăмахсене сахалтарах та сахалтарах илтме пуçларăмăр тенипе килĕшес килмест. Уйрăмах воспитательсем тĕлĕшпе. Вĕсем кĕçĕннисен аталанăвĕнче, ăс-хакăл никĕслевĕнче çав тери пысăк вырăн йышăнаççĕ те – тав сăмахĕсене те чыслăнах тивĕçеççĕ.

Ашшĕ-амăшĕ енчен туякан хисепе Елена Николаевна ак чи пысăк хаклав вырăнне хурать. Çакă ăна тата хавхаланарах ĕçлеме май парать те.

Тĕрĕссипе, çамрăк педагогăн хăйĕн воспитанникĕсене хывакан ĕçĕ çав тери курăмлă. Ашшĕ-амăшĕн тав сăмахĕ пушă маррине Елена Николаевнан ушкăнне лексен тÿрех туйса илетĕн. Мĕн чухлĕ ырăлăх, тимлĕх, чи кирли – ачалăх туйăмĕ хуçаланать кунта! Фантазийĕ, пултарулăхĕ пысăк пулнипе пĕрлех вăл хăй ĕçне туллин путни тыткăнлать. Акă ачасем тимлесех воспитатель кăтартакан чăваш тĕррин элеменчĕсене ÿкереççĕ. Кашнин сăнĕнче кăсăклăх палăрать. Ытти кунсенчи занятисем тата? Чăн-чăн пултарулăх лаççи: ÿкереççĕ, ăсталаççĕ, юрлаççĕ, ташлаççĕ. 

Елена Николаевнана педагогика тытăмне киличчен культурăри çитĕнĕвĕсенчен аван пĕлеттĕм. Тĕмпек хĕрĕ, Мăн Турханти культура çурчĕн ертÿçинче тимлекенскер, çемье фольклорне чĕртсе янăччĕ. Пугачевсен çемйипе Элĕкри фестивальте çĕнтернĕ хыççăн Шупашкарта Республика кунĕнче вĕсен пултарулăхне пĕтĕм халăх ырласа йышăннăччĕ. Ялта мĕн чухлĕ кăсăклă мероприяти ирттермен-ши тата?

Ку вăхăтра ун аллинче, паллах, воспитатель дипломĕ пулнă. Çавăнпа та ачасемпе ĕçлесси ĕмĕтрен тухман, çавăнпах педколледж шайĕнчи пĕлÿпе çеç çырлахас темен – И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне вĕренме кĕнĕ. Профессипе ĕç те тупăннă. Çичĕ çул Вăрнарти «Солнышко» ача садĕнче тимлерĕ. Халĕ икĕ çул ытла – «Ручеекра».

Шкул çулĕчченхи икĕ учрежденири пысăк ĕçне те хăйне уйрăм, воспитанникĕсем районти, республикăри конкурссенче – пушар, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ, тĕпчев ĕçĕсем енĕпе – çĕнтернĕшĕн панă грамотăсем, дипломсем çирĕплетеççĕ.

Хăй шучĕпе, чи сумли – 2013 çулта «Çулталăк воспитателĕ» конкурсăн районти тапхăрĕнче çĕнтерни. Шел, республика финалне ниепле те кайма май килмен унăн.

Елена Николаевна математикăна ачасене вăйă урлă вĕрентес направленипе тимлет.

– Тĕрĕс наукăн никĕсне кĕçĕнренех пуçа хывни пурнăç тăршшĕпех кирлĕ пулĕ, вăл шухăшлава çивĕчлетет-çке, – тет педагог.

– Ачасемпе ĕçлеме нумай хут кăсăклăрах. Кашни кун çĕнĕрен те çĕнĕ япала вĕренетпĕр. Вĕсемпе чĕре те ачалăхпа тулать, – калаçăва тăсрĕ вăл.

Елена Николаевна хăйне пултаруллă, опытлă педагогсен йышĕнче ĕçлеме пÿрнĕшĕн савăнать, ăста ĕçтешĕсенчен вĕренмелли чылай пулнине пытармасть.

Вăл – икĕ ача амăшĕ. Ывăлĕсем хăй пекех ырă кăмăллă, ĕçчен, вашават çитĕнеççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА. 

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика