Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхран хăраман, тивĕçрен пăрăнман

30 сентября 2017 г.

– Манăн мухтанмалли нимех те çук. Пурин пекех ĕçленĕ, намăс курас темен, – терĕ Валентина Ивановна Минеева сăпайлăн, калаçу пуçарнă май аллинчи кĕнекине аяккалла илсе хурса.

Валентина Ивановна Вăрнара 17-ре куçса килнĕ те телейне тупса кунтах тĕпленнĕ. Хăй – Канаш районĕнчи Шаккăл салинчен. Çичĕ класс вĕреннĕ хыççăн Канашри фельдшерпа акушер шкулĕнче сестрасен уйрăмĕнче пĕлÿ илнĕ. Направленипе Хĕрлĕ Чутай районне лекнĕ.

– Ун чухне Вăрнарта пĕлĕшĕм пурччĕ. Нина Семеновна Григорьева. Госпитальте медсестрара тимленĕ. Вăл çырупа чĕнсе ячĕ, – аса илÿ авăрне путрĕ Валентина Ивановна. – Вăрман варринчи санаторие аран шыраса тупрăм. Икĕ хутлă йывăç корпуссем иккĕ, территорире складсем, кухня... Ман пеккисем татах пур. Тĕп врач – Николай Алексеевич Спасский: «Хĕрсем, эсир ытла та пĕчĕк. Кунти йывăр ĕçе тÿсейместĕр», – терĕ. Аяккинче пăхса тăракан хĕрарăм, вăл гипс техникĕ Анастасия Сергеевна пулнă, мана хăй патне илессине пĕлтерчĕ. Çапла ĕçлеме пуçларăм, – калаçăва малалла тăсрĕ Валентина Ивановна. 

Малтанах курнă ÿкерчĕк ăна хăратнă: чирлисене краватьсем çумне çыхса хунă-çке. Каярах, хăй ĕçленĕ çулсенче вĕсене чĕререн хĕрхеннĕ вăл – хăшĕсем çакнашкал мелпе виçшер-тăватшар çул хускалмасăр тенĕ пек сипленнĕ-çке.

Йывăр пулин те тивĕçе чыслăн пурнăçланă Валентина Ивановна. 40 çул сисĕнмесĕр иртсе кайнă. Пуçлăхсем енчен пĕр асăрхаттару та илтмен, айăпа кĕмен. Сăнĕ яланах Хисеп хăми çинче çакăнса тăнă, тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн панă грамотăсем чылай.

Шăмă туберкулезĕнчен сыватакан санаторинчи тапхăр ун пурнăçĕнче ырă йĕр хăварни калаçăвĕнче аван палăрчĕ. Тĕп врачсене – Николай Алексеевич Спасские, Александр Кузьмич Кузьмина, Михаил Николаевич Отнюкова, тухтăрсене – Серафима Федоровна Узденникована, Александр Викторович Громова, Михаил Кузьмич Кузьмина, Константин Андреевич Евдокимова, ыттисене ырăпа аса илчĕ вăл.

Юратнă ĕç вырăнне çеç мар, шăпине те Вăрнарта тупнă Валентина Ивановна. Владимир Петрович Минеев, ашшĕ чукун çул мастерĕ пулнипе Хусантан Вăрнара куçса килнĕскер, ĕмĕр тăршшĕпех хими заводĕнче слесарьте тăрăшнă. Ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ вĕсем. Иккĕшĕ те Хусанта пурăнаççĕ. Шел, мăшăрĕ вунă çул каялла çĕре кĕнĕ, çавăнпа та сывлăхĕ хавшанипе хĕллехи вăхăтра Валентина Ивановна ачисем патĕнче пурăнать.

Хăй пĕрле ÿссе çитĕннĕ пилĕк пĕртăванĕнчен вăл пĕчченех юлнă. Пĕр йăмăкĕ ун врач, тепри фельдшер пулнă тата тепри – çĕвĕç. Пиччĕшĕ институт, аспирантура пĕтернĕ хыççăн университетра ĕçленĕ.

– Вăрнар маншăн чи юратнă кĕтес пулса тăчĕ. Юлташсем, пĕлĕшсем нумай. Санаторинче ĕçлени-сипленнисемпе чылай çул çыхăну тытса пурăнтăмăр, – тет вăл.

Çуллахи вăхăтра Валентина Ивановна ытларах урамра пулма тăрăшать. Кĕрхи кунсен кичемлĕхне сирес тесе халĕ алла час-часах кĕнекесем тытать, пуян чунне пушшех пуянлатать.

Медицина сестри пулнă май, хăй вăхăтĕнче пĕлĕшĕсене, кÿршĕсене сахал мар пулăшу панă вăл. Теприсем чирлĕ ачисене пăхма тепĕр чухне çĕрле те Валентина Ивановна патне чупса килнĕ. Çакăншăн та чунтан хисеплеççĕ ăна. Ырă туни ырăпах таврăнать. Кÿршисем 85-е çитнĕ Валентина Ивановнана пĕчченлĕхре хăвармаççĕ, тăтăшах килсе çÿреççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика