Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илеме пурте юрататпăр

30 сентября 2017 г.

Илеме пурте юрататпăр

Елчĕкри газ участокĕ умĕнчен кĕркуннехи ăмăр çанталăкра та утса иртме кăмăллă. Анлă территорире таса та тирпейлĕ пулнине, администраци çурчĕ умĕнче илемлĕрен те илемлĕ чечексем ешернине, паллах, пурте кураççĕ, асăрхаççĕ.

Чечексен йăранĕсене лайăх тирпейлесе тата вĕсене юратса - чун ăшшине парса асăрхаса-сăнаса тăнăран вĕсем халĕ те илемлĕн ешереççĕ.

- Çулла килсе курнă пулсан ытларах та тĕлĕннĕ пулăттăр, - тет ĕç вырăнне тирпейлĕ те таса тытассишĕн пысăк яваплăхпа тăрăшса тимлекен Елена Кириллова тирпейлỹçĕ. Чечексем акса-лартса çитĕнтересси, пушшех, уншăн "чир" пекех.

Куçа шартаракан тĕрлĕ тĕслĕ чечексем çитĕнекен меллĕ вырăнта коллективри арçынсен пуçарăвĕпе тăрăллă хỹшĕ те туса лартнă. Ĕçрен пушаннă е апат вăхăтĕнче унта ларса канма питех те меллĕ: шăрăхран та, çил вĕрнинчен те хỹтĕлет вăл. Хỹшĕпе юнашарах илемлĕ чăрăш çитĕнет. Кунтах резина урапасенчен касса тунă тĕрлĕрен кỹлепесене курма пулать - вĕсем те территорие илем кỹреççĕ.

...Çутçанталăк газĕпе тивĕçтерессипе ĕçлекен республикăри организацисем хушшинче хăтлăхпа тирпейлĕхшĕн тăрăшса ĕçлекен коллективсене палăртас, хавхалантарас тĕллевпе кашни çул ирттерекен конкурсра та Елчĕкри газ участокĕ яланах пĕрремĕш вырăна тухнинчен тĕлĕнессĕмĕр çук. Мĕншĕн тесен кунта ĕçлекенсем пурте пĕр çын пек, пĕр шухăшпа пурăнаççĕ, ĕçлеççĕ...

С.АНАТОЛЬЕВА.

Сăнỹкерчĕкре: Алевтина Львова ертỹçĕ, Фаина Федотова мастер тата Галина Григорьева техник илемлĕх ытамне путнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика