Новочурашевский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Хыпар» издательство çурчĕ велосипед хуçине тупрĕ ("Тантăш")

27 июня 2017 г.

«Хыпар» издательство çурчĕ велосипед хуçине тупрĕ ("Тантăш")

    «Тантăш», «Тетте», «Самант» çырăнакансен хушшинче ирттернĕ лотерейăра кам çĕнтернине Республика кунĕнче пĕлтĕмĕр. Вăл — Йĕпреç районĕнчи Пучинкере пурăнакан Валентина Осипова. Шел пулин те, çав кун Валентина Николаевна уява пырайман, анчах та кăмăллă хыпара ун патне çитерекенсем тупăннă.

     Паян парне хуçисем редакцире пулчĕç. Велосипед мĕнле чупнине Валентина Осиповăн мăнукĕ Арина Алексеева тĕрĕслерĕ.

    «Манăн кукамай чăваш хаçат-журналне çырăнсах тăрать, — пĕлтерчĕ хаваслă хĕр ача. — Пире те вăл нумай вулама хăнăхтарать, лайăх вĕренмелле тет, хавхалантарма тĕрлĕ меслет тупать. Велосипед чăнах та пысăк кĕтменлĕх пулчĕ, мĕншĕн тесен кукамай лотерейăна хутшăнни пирки каламан та. Çĕнтерессе хăй те ĕненмен. Парне патне килнĕ чухне эпĕ пĕчĕкрех велосипед пулать пуль тенĕччĕ, ку вара манăн шухăшринчен пысăкрах. Халĕ унпа йăмăкăмсене те ярăнтарăп!»

   Сăмах май, Валентина Николаевнăн ултă мăнук, çуллахи вăхăтра пурте кукашшĕпе кукамăшĕ патне пуçтарăннă. Халĕ вĕсем «Тантăш» хаçата, «Тетте» тата «Самант» журналсене туслăн вулаççĕ кăна мар, велосипедпа та ярăнса савăнаççĕ.

Лариса ПЕТРОВА. Сергей Журавлев тата Ксения КРАСНОВА сăн ÿкерчĕкĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика