Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăл атлетсем тупăшнă

27 сентября 2017 г.

Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче Лаш Таяпара Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерне Петр Николаевич Самсонова халалласа çăмăл атлетсен кросĕ иртнĕ.

Кашни çулах ирттерекен çак ăмăртура Елчĕк районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп тата вăтам шкулсенче вĕренекенсемпе пĕрле Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă районĕсенчи шкул ачисем вăй виçнĕ. Çавăн пекех Петр Самсоновăн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлта пурăнакан Олег шăллĕн хĕрĕ Софья Самсонова та хутшăннă чупăва. Ăмăрту участникĕсене Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Павлов, ăмăртăва йĕркелекенсем тата унăн спонсорĕсем Владимир Меметовпа Илья Самсонов тата ыттисем те саламланă.

Ăмăрту çĕнтерỹçисене медальсемпе, грамотăсемпе тата парнесемпе хавхалантарнă:

Кĕçĕн классенче вĕренекен хĕрачасем. 1. Олеся Иванова (Патреккел). 2. Карина Кудрявцева (Патреккел). 3. Анна Шепилова (Кĕçĕн Таяпа). Кĕçĕн классенче вĕренекен арçын ачасем. 1. Матвей Пчелов (Елчĕк). 2. Илья Фомин (Курнавăш). 3. Александр Плотников (Патреккел). 2004-2006 çулсенче çуралнă хĕрачасем. 1. Кристина Федорова (Лаш Таяпа). 2. Анастасия Антонова (Патреккел). 3. Карина Амаюкова (Аслă Таяпа). 2004-2006 çулсенче çуралнă арçын ачасем. 1. Дмитрий Суворов (Патăрьел районĕ). 2. Александр Афанасьев (Курнавăш). 3. Кирилл Кузнецов (Аслă Таяпа). 2002-2003 çулсенче çуралнă хĕрачасем. 1. Софья Самсонова (Сĕнтĕрвăрри районĕ). 2. Татьяна Елисеева (Шăмăршă районĕ). 3. Людмила Никитина (Шăмăршă районĕ). 2002-2003 çулсенче çуралнă арçын ачасем. 1. Владислав Фадеев (Лаш Таяпа). 2. Виктор Райков (Елчĕк). 3. Кирилл Денисов (Комсомольски районĕ). 2000-2001 çулсенче çуралнă хĕрачасем. 1. Елена Перепелкина (Хăвăлçырма). 2. Анастасия Гладкова (Курнавăш). 3. Резеда Шайдуллина (Елчĕк). 2000-2001 çулсенче çуралнă арçын ачасем. 1. Стас Курицин (Комсомольски районĕ). 2. Денис Михеев (Кушкă). 3. Денис Ермолаев (Шăмăршă районĕ).

Тĕп тата вăтам шкулсен хушшинче пĕрремĕш вырăна Патреккел тата Елчĕк, иккĕмĕшне - Хăвăлçырмапа Курнавăш, виççĕмĕш вырăна Таяпа Энтри тата Кушкă шкулĕсем йышăннă.

Вулакана аса илтерер. Петр Самсонов ячĕ район халăхĕшĕн анчах мар, республикăра тата унăн тулашĕнче пурăнакансемшĕн те паллă. Спортра пысăк çитĕнỹсем тунипе палăрнă ентешĕмĕр Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлỹ илнĕ вăхăтрах вăтам дистанцисене чупас енĕпе темиçе хутчен те республика чемпионĕн ятне тивĕçнĕ, Раççей шайĕнче те палăрнă. Аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн Петр Николаевич тăван шкулта физкультура учителĕнче ĕçлеме пуçланă. Уроксем хыççăн пултаруллă педагог çăмăл атлетикăна кăмăллакан вĕренекенсене район тата республика шайĕнчи ăмăртусене хатĕрлеме пуçланă. Унăн чылай вĕренекенĕ çĕршыв ăмăртăвĕсене тата СССР чемпионачĕсене хутшăнса палăрнă. Петр Самсоновăн чи пултаруллă та пархатарлă вĕренекенĕ Владимир Андреев вара Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче 20 çухрăма утас енĕпе 15 хутчен çĕнтернĕ, 2000 çулта Австралире иртнĕ XXVII Олимп вăййисенче бронза медале тивĕçнĕ.

Шел пулин те, 2009 çул пуçламăшĕнче Петр Самсонов йывăр чире пула пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика