Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районсенчи сиплев учрежденийĕсенче пациентсен шучĕ чакса пырать

27 сентября 2017 г.

Паян иртнĕ Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче республикăн 2018 çулхи, планпа пăхнă 2019 тата 2020 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккун проекчĕпе вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарчĕ. Бюджетăн çитес çулхи параметрĕсем çапларах: тупăш — 43 миллиард тенкĕ ытларах, тăкаксем — 42,96 миллиард тенке яхăн. 55 миллион тенкĕлĕх профицита субсидисем илмешкĕн кирлипе ятарласа палăртнă.

Меллĕ самантпа усă курса министр районсемпе хуласен сити-менеджерĕсене хăйсен тупăш çăл куçĕсене вăйлатмалли пирки асăрхаттарчĕ. Калăпăр, больницăсенех илер. Вĕсем валли паян пациентсен шутне кура укçа уйăраççĕ, районсенчи сиплев учрежденийĕсен йышĕ вара чаксах пырать иккен. Светлана Александровна "хăвăрăн та вырăнти больницăсенче сипленмелле" тенĕ май пуçлăхсене çак ыйтусемпе те тимлĕ пулма сунчĕ.

ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев панă ыйту та ахальтен мар. Вырăнсенчи пуçлăхсем районсемпе хуласене республика бюджетĕнчен пурне те пĕрешкел виçепе укçа памаççĕ тесе кăмăлсăрланаççĕ иккен. Финанс министрĕ каланă тăрăх, вырăнсенчи администрацисене мĕн чухлĕ укçа парасси вĕсенчен хăйсенчен те килет. Хăшĕ-пĕри муниципалитет служащийĕсен Правительство ирĕк панă чи пысăк йышне палăртса ытларах укçа илет, теприсем çапла тумаççĕ те — укçа та кăшт пĕчĕкрех. ЧР Пуçлăхĕ вара тепĕр саманта та уçăмлатрĕ: "Виçине каламастăп, анчах вĕсен хушшинче чи пысăк шалу илекенни паян — Вăрмар районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ. Финансисчĕсем ăслă, вăл хăй хирĕçлемен... Район депутатчĕсем те шарламан. Çак ыйтусене те йĕркелемелле, пуçлăх шалăвĕ район е хула аталанăвĕпе шайлашуллă пулмалла".

Çитес çул вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ, культура валли ытларах укçа пулĕ. Бюджетра пилĕк шкул строительствин тăкакĕсене палăртса хăварнă. Спорт валли вара — кăçалхинчен сахалрах. Ку пысăк спорт объекчĕсен строительствине планламаннипе çыхăннă.

Николай КОНОВАЛОВ. 30121969.ru сайтри сăн ÿкерчĕк.

Источник: "Хыпар"

Первоисточник: http://www.hypar.ru/cv/rayonsenchi-siplev-uchrezhdeniyesenche-pacientsen-shuche-chaksa-pyrat

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
428004, г.Чебоксары, Президентский бульвар, д.17
Телефон: (8352) 62-35-94
Факс: (8352) 62-35-94
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика