Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2018 çулта мĕнле канăпăр.

26 сентября 2017 г.

  Раççей çыннисене çитес Çĕнĕ çулта 2017 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнчен тытăнса 2018 çулхи январĕн 8-мĕшĕччен 10 кунлă каникул кунĕсем кĕтме тивĕç. Раççей Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви 2018 çулта кану кунĕсене куçарасси пирки сĕнÿсем хатĕрленĕ.
Ведомство пресс-служ-бинчен пĕлтернĕ тăрăх, кану кунĕсене çапла майпа куçарма сĕнеççĕ: январĕн 6 тата 7-мĕшĕсене ?шăматкупа вырсарникун/, ĕçлемелле мар, уяв кунĕсене лекнĕ май, мартăн 9-мĕшне тата майăн 2-мĕшне куçарма сĕннĕ.
Çавăн пекех кану кунĕ-сене - 2018 çулхи апрелĕн 28-мĕшĕнчи шăматкуна, июнĕн 9-мĕшĕнчи шăматкуна тата декабрĕн 29-мĕшĕнчи шăматкуна апрелĕн 30-мĕшĕнчи тунтикуна, июнĕн 11-мĕшĕнчи тунтикуна тата декабрĕн 31-мĕшĕнчи тунтикуна куçарма пăхнă.
Çапла вара Раççей çыннисен 2018 çулта уяв кунĕсенче çак тапхăрсенче канмалла пулать:
-2017 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнчен тытăнса 2018 çулхи январĕн 8-мĕшĕччен ?шăматкунран тытăнса тунтикунччен 10 кун хушши/;
-февралĕн 23-25-мĕшĕсенче ?3 кун хушши эрнекунран тытăнса вырсарникунччен/;
-мартăн 8-11-мĕшĕсенче ?4 кун хушши эрнекунран тытăнса вырсарникунччен/;
-апрелĕн 29-мĕшĕнчен тытăнса майăн 2-мĕшĕччен ?4 кун хушши вырсарникунран тытăнса юнкунччен/
-майăн 9-мĕшĕнче ?юнкун/;
-июнĕн 10-12-мĕшĕсенче ?3 кун кун хушши вырсарникунран тытăнса ытларикунччен/;
-ноябрĕн 3-5-мĕшĕсенче ?шăматкунран тытăнса тунтикунччен/.
Раççей законодательствипе килĕшÿллĕн кашни уяв кунĕ умĕнех ĕç кунĕ пĕр сехет кĕскерех пулма тивĕç. Çуллен Раççейре Çĕнĕ çул, Раштав, Çуркуннепе Ĕç, Çĕнтерÿ, Раççей тата Халăх пĕрлĕхĕн кунĕсене паллă тăваççĕ. Кану кунĕсене РФ Правительстви çирĕплетет.

Первоисточник: "Ял ecченe"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика