Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял уявне - çỹллĕ шайра

23 сентября 2017 г.

Ял уявне - çỹллĕ шайра

Аслă Елчĕк - районти чи пысăк ял. Вăл çулсеренех тĕрекленсе, хитреленсе пырать. Ял çыннисен пурнăç шайне лайăхлатассишĕн, тăван кĕтесе аталантарса пырассишĕн кунта кашни çул тĕрлĕрен курăмлă ĕçсем туса ирттереççĕ. Юлашки çулсенче кăна ял тăрăхĕн администрацийĕ тăрăшнипе чи вăрăм Яковлев, Николаев урамĕсенчи çулсене чул сарса хытарнă. Кăçал районăн, ялтан тухнă Г.Н.Волков академикăн 90 çулхи сумлă юбилейлĕ çулталăкĕ пулнă май Свердлов, Пушкин урамĕн пĕр пайне те такăрлатма майсем тупнă.

Унччен, юрлă-кĕрлĕ тапхăрта пылчăк çăрăлнă урамсене халĕ кирек мĕнле техникăпа та кĕрсе тухма пулать. Ялти Тĕп лапама тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе ентеш спонсорсен пулăшăвĕпе вăрçă ветеранĕсене халалласа туса лартнă палăк та мăнаçлăн ларать. Ял çыннисем çулсерен кил-çурчĕсене капăрлатаççĕ, çамрăксем çĕнĕ çуртсем хăпартаççĕ. Уйрăм хуçалăхсен палисадникĕсенче илемлĕ чечексем ешереççĕ.

Юлашки çулсенче ял праçникне уявласси çỹллĕ шайра иртет. Ăна çулсеренех кăсăклăрах, савăнăçлăрах, асра юлмалла ирттрес тесе ял тăрăхĕн администрацийĕпе культура ĕçченĕсем тимлесе тăрăшаççĕ. Кăçал тĕнчипе паллă этнопедагогăн Геннадий Никандрович Волковăн юбилейĕ пулнăран ăна тата та анлăрах паллă тăвасшăн.

Аслă Елчĕк ялĕ пуçланса кайни кăçал 468 çул çитнĕ ятпа хатĕрлекен уяв программи пуян та анлă. Малтанах тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Футбол вăййи чи пĕлтерĕшли пулĕ. Авăнăн 26-мĕшĕнче кăнтăрла иртсен 15 сехетре чаплă концерт пуçланĕ. Унта вырăнти, районти тата чăваш эстрада юрăçисем хутшăнма кăмăл тунине пĕлтернĕ. Культура çурчĕ умĕнче тĕрлĕ куравсем йĕркелеççĕ. Аякри, çывăхри ентешсене, хăнасене хапăл тусах кĕтетпĕр.

М.ПЕЧКОВА.

Архиври сăнỹкерчĕкре: Г.Волков академик амăшĕпе - Альтук аппапа тата Варук аппăшĕпе...

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика