Главное управление МЧС России по Чувашской РеспубликеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малтикассисем вутран хăранипе каçхи хурала тухнă

22 сентября 2017 г.

Çак кунсенче Канаш районĕнчи Çеçпĕл ял тăрăхĕнчи Малтикасси ялĕнче каçхи хурал йĕркеленĕ. Пуçаруçи Петр Сергеев староста пулнă. Çынсем шухăша ялтисем ырласа йышăннă (сăн ÿкерчĕкре).

Каçхи хурал тăрасси ял çыннисемшĕн çĕнĕлĕх мар. Хăй вăхăтĕнче ун пекки пур çĕрте те пулнă: кил хуçисем черетпе хурала тухнă, кăвак шуçăм киличченех киле кĕмен, ял тăрăх утса çÿренĕ.

Малтикассисем каçхи хурала ырă йăлана манас марришĕн, ăна чĕртсе тăратассишĕн пуçарман-ха. Нуша кулач çитерет теççĕ. Вырăнтисен сехрине вăл тăрăхра пĕр уйăхра виçĕ пушар тухни хăпартнă. Малтикассинче икĕ çурт çуннă, Çеçпĕл ялĕнчи Касаккасси урамĕнче – пĕрре. Кун пирки пире вăл тăрăхрисем хыпарларĕç. «Хăратпăр. Лăпкăлăх çухалчĕ. Пушă ларакан пÿртсем çунаççĕ. Вĕсенчен кÿршĕ-аршăн хуралти çине куçас хăрушлăх пур», – пăлханса пĕлтерчĕç вĕсем «Хыпар» издательство çуртне.

Раççейĕн Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен министертствин республикăри Тĕп управленийĕ малтикассисем каçхи хурал йĕркеленине ырласа йышăннă. Чăваш Енри пушарсенчен виççĕ-тăваттăмĕш пайĕ уйрăм хуçалăхра тухнине шута илсен асăрханулăх тата сисчĕвлĕх кирли, чăн та, куçкĕрет.

Çеçпĕл ял тăрăхĕнче çине-çине тухнă виçĕ пушартан пĕрин сăлтавĕ çутă пăралукĕ юсавсăррипе çыхăннă, иккĕшĕнче çын чĕртсе янă иккен. Кун пирки «Хыпар» издательство çуртне маларах асăннă министерствăн тĕп управленийĕн пресс-службинче пĕлтерчĕç. Вут хуракансене палăртас тĕллевпе РФ Шалти ĕçсен министерствин вырăнти ĕçченĕсем тĕпченине ĕнентерчĕç. Ку хыпара Шалти ĕçсен министерствин пресс-службинче те çирĕплетрĕç. "Уголовлă ĕç хальлĕхе пуçарман, тĕпчев пырать", - тесе каларĕç унтисем "Хыпар" издательство çуртне.

Источник: "Хыпар"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика