Главное управление МЧС России по Чувашской РеспубликеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕхе çухатар мар, сыхă пулар!

20 сентября 2017 г.

Шупашкарта минăсем хунă тесе телефонпа пĕлтернĕ

Эпир паян питĕ синкерлĕ те лăпкă мар лару-тăрура пурăнатпăр. Унта е кунта çынсен пурнăçне илсе каякан терактсем пулнă чух чунра ăçтан лăпкă пулĕ? Республикăра ку енчен хăрушлăх çук пек туйăнатчĕ хальччен, анчах та тунтикунхи хыпарсем шиклĕх туйăмне çуратрĕç.

Чăваш Енри Шупашкар хулин дежурнăй службисем (Раççей МЧС-ĕн Чăваш Республикинчи управленийĕ, ГКЧС, ШĔМ, катастрофăсен медицинин республикăри центрĕ) пĕлтернĕ тăрăх, сентябрĕн 18-мĕшĕнче ирхи 10 сехет те 50 минутран тытăнса 12 сехет те 10 минутчен Шупашкарти организацисемпе администрацисене вĕсем усă куракан çуртсене минăсем хуни пирки пĕлтернĕ. Телефонпа калаçакан сас роботăн евĕр пулнă.

Çакăн пирки ятарлă службăсем Чăваш Республикин Пуçлăхне тата террора хирĕçле комисси председательне Михаил Игнатьева пĕлтернĕ. Минăсем хуни çинчен калакан шăнкăравсем "Дом торговли", "Звездный", "Рябинка", "Восточный", "Эльбрус", "Шупашкар" суту-илỹ центрĕсенче, "Атăл", "Ибис", "Россия", "Чувашия" хăна çурчĕсенче, Шупашкар хулин администрацийĕнче, Мускав районĕнчи судра пулнă. Çак çуртсенчи çынсене тăхтаса тăмасăр урама илсе тухнă. Ĕçе вăраха тăсса ямасăр ятарлă службăсем асăннă çуртсем патне вăхăтра çитнĕ, пурĕ 1300 çынна эвакуациленĕ. Тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн сирпĕнекен хатĕрсем ниçта та пулманни палăрнă. Чăваш Республикинче террора хирĕç кĕрешессипе тим-лекен оперативлă штаб тата комисси яваплăха туйса ĕçлет, ятарлă мерăсем йышăнма яланах хатĕр. Анчах та пирĕн те "япăххи алăк хыçĕнчех" пулнине асран кăлармалла мар, тимлĕ те асăрхануллă пулмаллине пĕр самантлăха та манмалла мар.

Çав хушăра: "Телефонлă террористсем" ытти регионсене те çитнĕ Тĕрлĕ информаци агентствисем пĕлтернĕ тăрăх, тунтикун, сентябрĕн 18-мĕшĕнче, Раççейри çичĕ регионта - Мускавра, Чăваш Республикинче, Мари Элта, Саранскра, Новгородра тата Чукоткăра - "телефонлă террористсем" минăсем хуни пирки шăнкăравланă. Çакна пула пурĕ 7,5 пин ытла çынна эвакуациленĕ. Юлашки эрнере минăсем хуни пирки пĕлтерекен шăнкăравсем тăтăшах пулнă, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурĕ 600 ытла объекта тĕрĕсленĕ, 180 пин ытла çынна эвакуациленĕ. Минăсем хуни пирки калакан хыпар кашнинчех суя пулни палăрнă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика