Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕтлĕ çын çунатлă

21 сентября 2017 г.

Ĕмĕтлĕ çын çунатлă

Икĕ пинмĕш çулсен пуçламăшĕ. Хулан хăтлă хваттерĕнче пурăнакан çамрăк çемье каçхи апата ларнă. Сĕтел хушшинче шăкăл-шăкăл та лăпкă калаçу пырать. Кулленхи ĕçсене пĕрле канашласа пурнăçласси ырă йăлана кĕнĕ туслă çемьере. Хулара пурăнсан та Юрăпа Светланăна тăван ен хăй енне туртать. Вĕсемшĕн çуралнă кĕтес темрен те хаклă. "Епле пулсан та çĕр çине килнĕ кашни этемĕн хăй хыççăн ырă йĕр хăвармалла", - текен шухăш пуçран тухмасть кил хуçин.

- Савнă мăшăрăм, пĕлетĕн ĕнтĕ эсĕ, пирĕн районта райпо тытăмĕ йĕркеллĕ ĕçлеме пăрахнăран ял çыннине куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтересси япăхланнă. Пирĕн район центрĕнче пĕр-пĕр суту-илỹ çурчĕ уçсан мĕнле-ши? - терĕ арçын хăйĕн ĕмĕт-шухăшне пĕлтерсе.

- Питĕ ырă та курăмлă ĕç. Санпа килĕшетĕп, - пĕр сăмахсăрах мăшăрĕн çунатлă ĕмĕтне ырларĕ Светлана.

Нумай та вăхăт иртмерĕ, Черновсем суту-илỹ çурчĕн проектне хатĕрлесе çитерчĕç. Юрий Чернов хăйĕн ĕмĕт-тĕллевне район пуçлăхĕсене пĕлтерчĕ. Районтисем мал ĕмĕтлĕ çамрăкăн ырă пуçарăвне хапăлласах йышăнчĕç.

2003 çул... Район центрĕнче çамрăк предприниматель капмар та илемлĕ пысăк çурт хăпартма пуçăннă. 2004 çулта Республика кунне Елчĕкре уявлама палăртнăран Юрий Николаевич виçĕ хутлă çурта тăхăр уйăхра çĕклесе лартма пултарчĕ. Стройка ĕçĕ мĕнле йывăрлăхпа чăтăмлăх, ăсталăх ыйтнине çурт-йĕр тăвакан кашни çын лайăх ăнланать. Калама çук пысăк укçа-тенкĕ, маçтăрлăх кирлĕ... Ыйхă та таçта кайса çухалать ун чухне. Тĕрлĕ йывăрлăхсене парăнмасăр, патшалăхран кивçен укçа-тенкĕ илсе Юрий Чернов 2004 çулхи февраль уйăхĕнче район центрĕнче "Арбат" суту-илỹ центрĕ хута ячĕ. Çĕнĕ çурт территорине тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе те нумай вăй хучĕ. Черновсем туса лартнă урамри туалет та хăйне майлă архитектура палăкĕ тейĕн. Ăста алăсем купаланă ăна. Суту-илỹ çурчĕн ятне те ăнăçлă панă. Ю.Чернов хыççăн кỹршĕллĕ районсенче те "Арбат" ятлă лавккасем пĕрре мар çĕкленсе ларчĕç.

Суту-илỹ центрне савăнăçлă лару-тăрура уçнă май малашлăха пăхакан уйрăм предпринимателе районăн социаллă инфраструктурине аталантарнă çĕрте пысăк тỹпе хывнăшăн район администрацийĕн пуçлăхĕн Хисеп грамотине парса чысларĕç. Паян "Арбат" суту-илỹ центрне пĕлмен, унта кĕрсе тухман çын çук пулĕ.

...Аслă Елчĕк ялĕнчи тăватă ачаллă çемьере çуралса ỹснĕ Юрий. 13 хут районти Акатуй паттăрĕпе - Николай Федоровичпа ĕмĕрĕпе хăмла туса илнĕ çĕрте вăй хунă Зинаида Егоровнăн çемйинче çирĕп воспитани, ăшпиллĕх илсе ỹснĕ Юрий мĕн ачаран спортпа туслашнă. Вăтам шкул хыççăн Çĕрпỹри совхоз-техникумран вĕренсе тухнă. Çамрăк, ашшĕ пекех, тĕрлĕ техникăпа интересленнĕ, электромеханик профессине алла илнĕ. Чунпа, вăй-халпа çирĕп каччă пограничник пулса салтак тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Заставăра службăра тăнă çивĕч йĕкĕтĕн çар медалĕсем те пур.

Юрий тăван шкултан кĕмĕл медальпе вĕренсе пĕтернĕ Светлана Райковăпа çемье çавăрнă. Телейлĕ мăшăр вĕсен шеп туйĕ ĕнер шавласа иртнĕн туять. Анчах вăхăт пит хăвăрттăн шăвать: часах Черновсен çемйи чăмăртанни 25 çул çитет.

Светлана Ильиничнăпа Юрий Николаевич пĕр ывăл çитĕнтернĕ. Ашшĕпе амăшĕ Кирилпа чăннипех савăнма, мухтанма пултараççĕ. Вăл пур енлĕн пултаруллă, пысăк тавракурăмлă ача пулса çитĕннĕ. Ашшĕ-амăшĕ ăна тивĕçлĕ воспитани, тарăн пĕлỹ парас тесе нумай тăрăшни куç умĕнче.

Кирилл 2,6 çулта вулама вĕреннĕ. 3 çулта чухне спортпа туслашнă. Çав çулсенчех гимнастикăпа, шывра ишессипе, теннисла выляссипе палăрнă. Педагог профессийĕпе икĕ, каярахпа виççĕмĕш аслă пĕлỹ илнĕ (калас пулать, виççĕшне те хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ) Светлана Ильинична юратнă ĕçне пăрахсах ывăлĕн вĕренỹри, спортри çитĕнĕвĕсемшĕн тăрăшнă. Шкула кайсан Кирилл тĕрлĕ занятисене çỹренĕ. Аслă классенче вĕреннĕ чухне арçын ача çулран-çул регионти предметсен олимпиадисенче çĕнтернĕ, Пĕтĕм Раççей шайĕнче тунă çитĕнĕвĕсем те пĕрре кăна мар. Вăл виçĕ хутчен Республика Пуçлăхĕн, Раççей Президенчĕн ятарлă стипендийĕсене илсе тăнă. Хальхи вăхăтра К.Чернов студент Мускаври Экономикăн аслă шкулĕн отличникĕ. Кунта чи пултаруллă та çивĕч ăслă ачасен йышĕнче. Çамрăк малаллахи пĕлĕвне ют çĕршывра ỹстересшĕн. Паян та спортра пысăк ỹсĕмсем тăвать. Теннисла выляса Раççей шайĕнчи ăмăртусене хутшăнать, çĕнтерỹçĕсен ретне тăрать.

- Шкулта вĕреннĕ вăхăтра çулталăкне 10 хутран кая мар çĕршыв шайĕнчи тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене, наукăпа практика конференцийĕсене, конкурссене тухса каятчĕç. Ывăлăм çумĕнче яланах ăна хавхалантараканĕ, пулăшаканĕ амăшĕ пулнă, - тет Юрий Николаевич.

Черновсен хулари хваттерĕнче Кирилл çĕнсе илнĕ грамотăсемпе дипломсем, кубоксем пĕр стенана вырнаçмаççĕ.

Юрий Николаевичăн хăйĕн те спортри çитĕнĕвĕсем пĕчĕк мар. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, наци кĕрешĕвĕпе пĕрре кăна мар районти Акатуй паттăрĕ, призерĕ пулнă. Штанга йăтассипе вара районăн темиçе хут чемпионĕ. Вăхăтĕнче Юрий Николаевич ашшĕ ячĕпе Аслă Елчĕкре штанга йăтассипе, наци кĕрешĕвĕпе ăмăртусем йĕркеленĕ, спонсорĕ те хăех пулнă. Паян та сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшакан арçын тренажер залĕнчен тухма пĕлмест.

Хулари хваттерте ларас килмест Черновсен. Хальхи вăхăтра иккĕшне те хăйсен суту-илỹ центрĕнче куратăн.

- Кашни çын тĕллевпе пурăнать. Пурте савăнăç кỹрекен, ырă ĕç патне талпăнатпăр. Пĕр тĕллев лартсан ăна пурнăçлас тесе утăм хыççăн утăм тăватпăр. Унта, паллах, йывăрлăхĕ те, тумхахĕ те сахал мар, - тет Юрий Николаевич.

Тăрăшуллă уйрăм предприниматель паян 50 çулхи юбилейне кĕтсе илет. Эпир ăна чун-чĕререн ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр, кулленхи ĕçре пысăк ăнăçусем сунатпăр.

В.СМИРНОВА.

Сăнỹкерчĕксенче: Ю.Чернов; "Арбат" суту-илỹ центрĕ.

 

 
Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика