Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Асăрханăр, ачасем!"

04 сентября 2017 г.

02 сентября 2017 г.

 

Çуллахи кану хыççăн шкул ачисем каллех партăсем хушшине ларчĕç. Вĕсене вĕренĕве тỹрех пуçăнма анчах мар, çул-йĕр çинче çỹреме хăнăхма та йывăртарах.

Çакна шута илсе çуллахи каникул хыççăн республикăра кашни çулах "Асăрханăр, ачасем!" профилактика операцийĕ иртет.

Раççей çулĕсем çинче çулсеренех нумай ача вилет. Хăрушă инкексен тĕп сăлтавĕ ытларах чухне ача çул çỹремелли йĕркесене пĕлменнипе тата аслисем тимсĕр пулнипе çыхăннă. Çавăнпа та патшалăх автоинспекцийĕ водительсемпе ашшĕ-амăшне яланах асăрхануллă пулма, ачасене çул-йĕр правилисене пĕчĕкренех вĕрентме ыйтать. Аслисен ку енĕпе уйрăмах тимлĕ пуласчĕ. Ашшĕ-амăшĕн ачисене ясли-сада, шкула леçнĕ чухне çул çинче кашни вырăнпа тĕплĕн паллаштармалла, çул урлă хăш вырăнтан каçмаллине, ялан тимлĕ пулмаллине ăнлантармалла. Водитель вăхăтра асăрхатăр тесе ача тумĕ çине çутатакан детальсем çĕлемеллине асра тытар.

П.РУБЦОВ. 
ГИБДД сотрудникĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика