Малотаябинское сельское поселение Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешĕмĕрпе мухтанатпăр

19 сентября 2017 г.

Ентешĕмĕрпе мухтанатпăр

 

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2017 çулхи çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче кăларнă 72-мĕш указĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Республикин агропромышленноç комплексĕн аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн тата общество ĕçне хастар хутшăннăшăн Чăваш Республикин Агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен союзĕн сопредседательне - пирĕн ентеше Василий Яковлевич Шадрикова "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медалĕпе наградăланă.

Районта пурăнакан нумай çын ăна лайăх паллать. Урăхла пулма та пултараймĕ, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулнă, "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ", "Раççей Федерацийĕн ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ Василий Шадриков 1977-1985 çулсенче КПСС Елчĕк райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулса ĕçленĕ. Ун хыççăн та нумай çул республика шайĕнче ертсе пыракан должноçсенче вăй хунă: Чăваш АССР патшалăх агропромышленность министрĕн çумĕ тата председателĕ, АПКн ертсе пыракан кадрĕсен квалификацине ỹстерекен Шупашкарти институчĕн кафедра заведующийĕ, "Чăвашплем" ассоциацин генеральнăй директорĕ.

Республика пурнăçне халĕ те хастар хутшăнакан, ĕçпе пиçĕхнĕ, канăçсăр чун-чĕреллĕ Василий Яковлевич орден медале илме те, чăннипех, тивĕçлĕ тесе шутлаççĕ унăн ентешĕсем. Çавна май унпа пĕрле савăннине пĕлтереççĕ, малашне те паянхи пекех пуçаруллă пулма иксĕлми вăй-хал сунаççĕ.

С.АНАТОЛЬЕВА.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
Чувашская Республика, Яльчикский район, д.Малая Таяба, ул.Новая, д.17
Телефон: 8(83549) 60-8-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика