Комсомольский муниципальный округ

Зубаревсен ячĕпе - ăмăрту

Çитес шăматкун, сентябрĕн 23-мĕшĕнче, районти "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕн стадионĕнче çуллахи полиатлон енĕпе ăмăрту ирттерме палăртнă. Асăннă мероприятие Сергейпе Юрий Зубаревсен ячĕпе йĕркелеççĕ.

Сăмах май каласа хăварам, пĕртăван Зубаревсем ачаранах спортпа туслă пулнă, чупнă, сикнĕ, вылянă. Каярах та, ỹсе киле, хăйсенчи ăсталăха яланах туптанă. Канлĕ ватлăх çулĕсем çитсен те вĕсем спортран пăрăнман. Акă, Сергей Зубарев Рязань хулинче çуллахи полиатлон енĕпе, "Раççей чемпионĕ" ята çĕнсе илнĕ. Унсăр пуçне Сергей Иванович Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлешĕвĕ хушшинчи Минск хулинче иртнĕ ăмăртăва хутшăнса пĕрремĕш вырăна тухнă. Вăл, паллах, чылай ăмăртăва хутшăннă, яланах малти вырăнсемпе палăрнă. Пĕрре мар Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсене тивĕçнĕ. Районти "Çĕр тата çынсем" музейре унăн меда-лĕсемпе Раççей чемпионĕн лентине курма пулать. Юрий те питĕ пултаруллăччĕ. Вăл район командинче лапталла выляса темиçе хут та "Республика чемпионĕ" хисеплĕ ята çĕнсе илнĕ. Юрий Иванович çавăн пекех районти футбол командинче те вылянă. Кунти кăтартусемпе те мухтанмалăх пур. Ăмăрту виçĕ енлĕ спорт вăййипе палăрĕ: чупасси, турник çинче туртăнасси тата дартс. 40-49, 50-59, 60-64, 65-69, 70-74, 75-80 тата 80 çултан аслисем ушкăнсем çине пайланса тупăшĕç. Мероприяти 10 сехетре пуçланать. Килсе курăр, хутшăнăр, ырă сунса кĕтетпĕр!

В.ПУНДЯКОВ



"Каçал Ен"
19 сентября 2017
14:02
Поделиться