Комсомольский муниципальный округ

Уй-хирте

Сентябрĕн 19-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 12040 гектар çинче çапса тĕшĕленĕ, пỹлмене пурĕ 31716 тонна "сарă ылтăн" кĕнĕ. "Золотой колос", Хайртдиновпа Атласкинăн, Минатуллинăн фермер хуçалăхĕсемпе "Слава картофелю" агрофирмăра вырма вĕçленнĕ. Çак ĕçе часах ытти хуçалăхсенче те пĕтерĕç тесе шансах тăратпăр. Вырма ĕçĕсене пĕтернĕ хуçалăхсен кỹршисене комбайнсемпе пулăшни çак тапхăрта питĕ кирлĕ.

Чылай хуçалăхра çĕрулми анисем çинче ĕçлеççĕ. Асăннă тапхăр тĕлне "иккĕмĕш çăкăра" 164 гектар çинчен 4253 тонна кăларнă. Ытти сферăра тăрăшакансем, шкул ачисем пулăшмасан тата йĕпе-сапа çанталăк пуçлансан çĕрулми çĕр айне юлас хăрушлăх пур. Çăвĕпе ĕçленине харама ярас марччĕ, пĕтĕм вăя "иккĕмĕш çăкăра" пухса кĕртме ярасчĕ. Пахча çимĕçе 5 гектартан 5 тонна пухса кĕртнĕ.

Колхозсемпе ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç те пырать. Хальхи вăхăт тĕлне 9020 тонна утă, 8697 тонна силос, 30185 тонна сенаж янтăланă та ĕнтĕ. Минатуллин фермер хуçалăхĕнче вара 45 гектар çинчи рапса пухса кĕртнĕ.

Çĕр ĕçченĕсем кашни уяр кунпа туллин усă курма тăрăшаççĕ. 3902 гектар çĕр хатĕрленĕ. Асăннă тапхăр тĕлне 2357 гектар çинче кĕрхи культурăсем акнă. Пурĕ 3269 гектар çĕр сухаланă.

Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ



"Каçал Ен"
19 сентября 2017
13:59
Поделиться