Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕр тыррисене акаççĕ

16 сентября 2017 г.

Кĕр тыррисене акаççĕ

Ленин ячĕллĕ ялхуçалăх производство кооперативĕнче кĕр тыррисене акас ĕç вĕçленсе пырать.

Çитес çулхи тыр-пул никĕсне 400 гектар çинче хывса хăвармалла. Çак вăхăт тĕлне ăна 352 гектар (88 процент) акма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ.

- Кỹршĕллĕ Тутар Республикинчи Пăва районĕнчи "Бола" хуçалăхран çĕнĕ сортсем - "Фотиния" кĕрхи тулă тата "Подарок" ыраш илсе килтĕмĕр. Çумăр çукаласах тăнăран ĕç вăхăт-вăхăт чарăнкаласа тăнине пăхмасăр кĕр тыррисене агротехника хушнă пек кĕске вăхăтра акса хăварасси - тĕп тĕллевсенчен пĕри, - палăртать Валерий Падуев ертỹçĕ.

Яваплă ĕçе пурнăçлама икĕ бригадăна шаннă. Чылай çул механизаторта тăрăшакан Василий Капсулов СЗ-54, Владимир Майков икĕ сеялкăна пĕрлештернĕ СЗ-3,6 агрегатсемпе акса пыраççĕ. Владимир Петров, Владимир Мольков, Игорь Чернов акаçăсем те ĕçе яваплăха туйса тĕплĕн пурнăçлаççĕ. Виталий Долговпа Николай Чернов водительсем вăрлăхлăх тыр-пула вăхăтлă турттарса тăраççĕ. Акас умĕн вăрлăха им-çамлас яваплăха Анатолий Катинпа Алексей Чернова шаннă. Пĕр вăхăтрах Анатолий слесарьте, Алексей сысна ферминче операторта тăрăшаççĕ.

Кунта çакна палăртса хăвармалла. Хуçалăх çулталăк тăршшĕпех пĕчĕк коллективпах тĕрлĕ ĕç пурнăçлама ĕлкĕрет. Пĕр çынсемех ака-вырма ĕçне хутшăнаççĕ. 10 çынран тăракан ушкăн (ĕçлекенсен йышĕ иртнĕ саманари тапхăртинчен 10 хут сахалрах пулнине çирĕплетеççĕ хуçалăхра) мĕн çурхи ĕçсем пуçланса вырма вĕçленичченех уй-хиртен кĕме пĕлмест.

Елена ПЕТРОВА.

Сăнỹкерчĕкре: Владимир Петров, Виталий Долгов, Василий Капсулов механизаторсем ĕç тухăçлăхĕ пирки канашланă самантĕ

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика