Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр сакки, ай, сарлака

13 сентября 2017 г.

Ĕмĕр сакки, ай, сарлака

Çемье вăл - ăшă та хăтлă карап

Аслă Елчĕкре Леонид Петровичпа Мария Семеновна Бобинсене пĕлмен, палламан çын çуках. Ялти хисеплĕ мăшăр 65 çул ытла алла-аллăн пурнăç çулне такăрлатать.

Кăнтăрлаччен çитрĕмĕр вĕсем патне. Кил хуçи хĕрарăмĕ пысăк та хăтлă кухньăра аппаланать. Çемьене кăнтăр апачĕ хатĕрлет те шăпах сухан турать. Газ плити çине лартнă çатмара çу çинче çĕрулми ăшаланать. Пỹрте тутлă шăршă сарăлнă.

- Кин ĕçре те, апат хамах пĕçеретĕп. Çамрăксем мана, ват çынна, шаннăшăн савăнатăп. Ĕçлесен вăхăт иртни сисĕнмест, - тесе хапăл туса тĕпелелле иртме сĕнчĕ Мария Семеновна.

- Леонид Петрович килте çук-и? - пỹртре хĕрарăм пĕчченнипе тỹрех ыйту патăмăр ăна.

- Килтех. Картишĕнче кăштăртатать, - ăшшăн хуравларĕ тарават та типтерлĕ ватă.

Часах аллисене сăтăркаласа пỹрте кил хуçи, май уйăхĕнче 90 çул тултарнăскер, кĕрсе тăчĕ.

- Мĕн ĕçлетĕр? Аллăрсем те вараланнă...

- "Болгаркăн" двигательне пăхса яраттăмччĕ, - терĕ Леонид Петрович тумтирне хывса çакнă май.

Леонид Петровича тăхăр теçетке çул урлă каçнă тесе никам та калаймĕ, вăр-варлăхĕпе тĕлĕнтерет вăл, паян та алăран техника ямасть: тем ăсталать, тем сỹтет, тем вырнаçтарать. Мăшăрĕнчен ултă уйăх кĕçĕнрех Мари аппа та çу кунĕсенче пахчаран кĕме пĕлмест.

- Вăрăм ĕмĕрлĕ туслă çемьен вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши? - ыйтатпăр сумлă ватăсенчен.

- Пĕр-пĕринпе çураçуллă пулнинче, ĕçре пиçĕхнинче, пурнăçа, çынсене, тăван тĕпренчĕксене юратнинче, - теççĕ вĕсем. Унтан Мария Семеновна тата хушса хучĕ: - Чылай пурăнтăмăр, хуйхи-суйхине те нумай куртăмăр, çапах Турă хĕрхенчĕ, хуçăлса ỹкме памарĕ.

Октябрĕн 3-мĕшĕнче Бобинсем пĕр çемьене чăмăртанни 66 çул çитет.

- Çак тарана çитсе Леонид усаллине курман. Кил-çуртри сас-чĕве урама кăларман, - тет хĕрарăм телейне те, амăшĕн хуйхине те тỹссе ирттернĕ ырă чун-чĕреллĕ Мари аппа.

1951 çулта Патреккел хĕрĕпе Аслă Елчĕк каччи Канаш - Пăва çулне чул сарнă чухне тĕл пулнă.

- Çулла паллашрăмăр та кĕркунне пĕрлешрĕмĕр. Пĕр-пĕрне пĕрре курса калаçсанах килĕштертĕмĕр пулĕ, - теççĕ вĕсем.

Шăкăл-шăкăл калаçса, ĕçпе пиçĕхнĕ мăшăр 5 ача çуратнă. Шел, аслине, Володьăна, çар çынни пулнăскере, ашшĕпе амăшĕ çамрăклах çухатрĕ. Коля вара тăватă уйăхра чухнех чирлесе çĕре кĕнĕ. Анатолий тăван ялтах пурăнать. Унăн мăшăрĕн, Антонинăн та, ĕмĕрĕ кĕске пулнăшăн хурланаççĕ ватăсем.

Валентина хĕрĕ те тăван ялтан инçете тухса кайман. Роза Муркаш районĕнче тĕпленнĕ. Кĕçĕнни, Сергей, тĕп килте. Вăл та, аслисем пекех, çемьеллĕ. Тĕп киле кин кĕни 30 çул иртнĕ. Надя кинне мухтаса кăна тăрать хуняма карчăкĕ.

Сергей ялта хресчен (фермер) хуçалăхĕ йĕркелесе янăран канăç мĕнне пĕлмест. Надя мăшăрĕ, вăл "Стройэнергосервис" ОООра экономист пулса чылай çул ĕçлет, мăшăрне пулăшма вăхăт тупатех. Ыйхă мĕнне пĕлмеççĕ вĕсем.

Ваттисене, ашшĕ-амăшне кура ачисем те çамрăклах ĕçре пиçĕхеççĕ. Аслашшĕ Володя мăнукĕ мĕн пĕчĕкренех техникăпа кăсăкланнипе кăмăллă. Шкулта та лайăх вĕренет. Ытти мăнукĕсем те, 11-ĕн вĕсем, пĕринчен тепри пултаруллă. 6 кĕçĕн мăнукĕ те Бобинсен ятне ямасса шанаççĕ ватăсем.

Мария Семеновнăпа Леонид Петровичăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çăмăл килмен. Ĕç ветеранĕ хăй утса тухнă вăрăм та анлă ĕмĕре кун-çул кĕнекинче тĕплĕн çырса пырать.

Тыл ветеранĕсем пурнăçпа тан утаççĕ. Район хыпарĕсенчен тăрса юлмаççĕ, "Елчĕк ен" хаçатпа туслă.

- Куçлăхсăрах вулатăп. Мăшăрăм куллен картишĕнче аппаланать, кун-çул кĕнекине малалла тăсать, - тет Мария Семеновна.

Хура-шурне нумай курнă пулсан та Бобинсем чунри ăшăлăхне, çепĕçлĕхне çухатман, çемьен çирĕплĕхне упраса хăварнă. Çемьене ăшă та хăтлă караппа танлаштарни ытахальтен маррине вĕсемпе курнăçнă хыççăн тепĕр хут çирĕплететĕн.

Леонид Петрович эрехпе иртĕхмен, пирус туртман. Ĕçке-çике кайсан хăнасене хуткупăс каласа савăнтарнă.

Район тантăшĕн шăпи

Леонид 1927 çулхи май уйăхĕн 23-мĕшĕнче, кантăр акма кайнă кун, çуралнă. Унăн кукашшĕ, Акчелĕнчи Александр Сардаев, хĕрĕпе кĕрỹшне кĕрпе тăвакан арман парнеленĕ. Леонидăн ашшĕ ăна сутса çил арманĕ туяннă. Анчах арманĕ вăйлă çилсĕр авăртайман. Çавăнпа та çемье уссине курсах ĕлкĕреймен.

1930 çулта çак арманшăнах ашшĕне кулак тесе айăпланă. Кил-çуртри мĕнпур япалана илсе тухса кайнă. Икĕ лав вутта та хăварман. Хĕл кунĕнче нимсĕр тăрса юлнă хĕрарăмпа виçĕ ачине урама кăларса янă. Çемье пуçне тĕрмене хупнă.

- Эпĕ астăвасса пирĕн тăватă кĕтеслĕ пỹртчĕ. Нỹхреп лаççи, алкум хыçĕнче кĕлет пурччĕ. Ăна та пăсрĕç. Юртă лаша "Горюха" ятлăччĕ. Ăна кỹлсех, ĕнене, унăн виçĕ кунри пăрушне, сурăхсене хăваласах тухса кайрĕç. Çиме çуккипе йĕмен кун иртместчĕ, - ачалăха аса илме пуçларĕ Леонид Петрович.

Çуртне тустарса кайсан сакăр çул çĕр пỹртре пурăннă çемье. 1935 çулта Леонид пĕрремĕш класа вĕренме кайнă.

- Эпĕ питĕ хăюсăрччĕ. Вите пỹртне кайсан ачасем унта шашка-шахматла, картла вылятчĕç. Эпĕ вĕсемпе хутшăнман. Мана ачасем "кулак чĕппи" тесе витлетчĕç. Çапла эпĕ çак вăйăсене паян кун та выляма пĕлместĕп, - малалла тăсăлать пирĕн калаçăвăмăр.

1937 çул тата йывăр килнĕ Бобинсене. Каярахпа çемье Хусана тухса кайнă.

Леонида, Аслă Елчĕкре виçĕ класс пĕтернĕскере, вырăсла пĕлменрен, хула шкулĕнче иккĕмĕш класа йышăннă. Çĕнĕ çул тĕлне вăл вырăсла калаçма вĕренсе çитнĕ. Тутарла вара шкула кайичченех лайăх пĕлнĕ.

3 класс пĕтернĕ Леонида ашшĕ хуткупăс туянса панă. Унпа выляма та хăнăхнă вăл. Анчах йĕркеленме кăна пуçланă пурнăç таппине хаяр вăрçă татнă. Тăватă класс пĕтернĕ Леонид авиаци заводĕнче уçăлнă ремесла училищинче вĕреннĕ.

Хаяр вăрçă Мускав патĕнче пынă вăхăтра Аслă Елчĕк ялĕнче те 10 тĕлте окоп чавнă. Çав вырăнта яла таврăннă Бобинсене паçма пайĕ уйăрса панă. Унта вĕсем пỹрт лартнă.

Çĕршывăмăрта хăрушă выçлăх хуçаланнă вăхăтра хресчен тыр-пула патшалăха леçнĕ. Çав йывăр çул çемье выçă ан лартăр тесе çамрăкăн хуткупăсне 8 пăт çĕрулмилле сутма тивнĕ.

1945 çулхи апрелĕн 14-мĕшĕнче Леонид Бобинпа Николай Патшин салтака тухса кайнă. Леонида Канашран каялла янă. Кĕркунне ашшĕ те вăрçăран таврăннă.

- 1947 çул тырă вăйлă пулчĕ. Кĕркунне пĕр ĕç кунĕ вырăнне 4 кг тырă пачĕç. Кĕркуннех укçа реформи пуçланчĕ. Карточка реформи хыçа юлчĕ. Тинех тăраниччен çăкăр çиме пуçларăмăр. Налуксем вара çаплах хресчен ĕнси çинче юлчĕç. 1953 çул хыççăн çеç хресчен çăмăллăн сывласа ячĕ, - тет Леонид пичче.

Вăкăрпа çỹренине, ăна таканланине, çурт лартнине, унтан Канашри училищĕне вĕренме кайнине асран кăлараймасть Леонид Петрович. Нуши-тертне чылай курнă пулсан та нăйкăшман вăл, аслисенчен тĕрлĕ ĕçе вĕреннĕ. Уйрăмах техникăпа аппаланма кăмăлланă. 1954 çулта вăл юлташĕпе ИЖ-350 мотоцикл валли прицеп-кузов ăсталанă.

1955 çулта Леонид Петрович крахмал заводне ĕçе вырнаçнă. Ахаль слесарьтен механика çитнĕ. Тракториста вĕренсе тухнă.

Пурнăçа ытлă-çитлĕ тытса пырас тесе ăста алăллăскер сехет те юсанă, вĕреннĕ вăхăтра Канаш çыннисем уявра хуткупăс калама чĕнсен те хаваспах çынсене юрă-ташăпа савăнтарнă. Пус çумне пус хушса пынă çемьешĕн тăрăшакан арçын.

Вĕренсе пĕтерес умĕн пулас трактористсене Саратов облаçне çерем çĕрсене уçма илсе кайнă. Çак çулхинех районсенчи МТСри тракторсене колхозсене панă. Трактористсем çитменнипе шкулсенче трактор предметне вĕрентме пуçланă.

Яла таврăнсан каллех крахмал заводра, пĕр вăхăт платниксен бригадинче тăрăшнă. Леонид пиччен аллинче кирек мĕнле ĕç те вылянса тăнă. Пичке ăсталассипе те чапа тухнă вăл.

1960 çулта Леонид Петровича шкула ĕçе чĕнсе илнĕ. Шкулта машинистра НД-9 двигательпе ĕçлеме пуçланă.

Кузов вырнаçтарнă мотоциклпа вăрмантан вутă турттарма тытăннă. Мотоцикл ырлăхĕпе вутă укçалла илсе курман çемье.

Е.Молоствов директор çĕнĕ учитель ăста алăллă, пысăк тавракурăмлă пулнине часах асăрханă. Шкула вутăпа хутнăран ăна касакан агрегат, трактор раминчен токарь станокĕ ăсталанă, урапаллă кивĕ трактора юсаса, ун çумне виçĕ лаша плугĕ кăкарса малтан шкулăн, унтан шкулта ĕçлекенсен пахчисене сухалать. Пушă вăхăт тупăнсанах колхозри шоферсене автомашина юсама пулăшнă. "Пур ĕçе те пултарать "кулак ачи пулнăскер", - тесе пăшăл-пăшăл тунă ялти ватăсем Леонид пултарулăхне сăнанă май.

Малалла вĕренес ĕмĕте пуçран кăларманскер, хаçатра Çĕрпỹри совхоз-техникума вĕренме йыхравланине вуласа пĕлнĕ хыççăнах куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ.

Пурăна киле Мария Семеновнăпа Леонид Петрович кирпĕч çурт лартнă. Каменщик, платник ĕçĕсенче кил хуçи хăй маçтăр. Виçĕ çултан туслă çемье хăйсен аллипе ăсталанă çĕнĕ çурта пурăнма кĕнĕ. Ытлă-çитлĕ пурăнакансем тỹрех телевизор, радиоприемник туяннă. Çĕнĕ пỹртрен Володя ывăлне Совет çарне ăсатнă.

1973 çулта ỹркенмен учительпе унăн вĕренекенĕсем "Пионер" трактор ăсталанă, ăна районти курава тăратнă. Леонид Петрович ĕç учителĕсем хушшинче ырă ятпа палăрнă. Талантлă учителе Елчĕкри пионерсен çурчĕн директорĕ Валерий Таллеров та асăрханă. Вăл çĕнтерỹçĕсен ĕçне Шупашкарти курава тăратнă. Унтан та Аслă Елчĕкĕн çамрăк рационализаторĕсем пĕрремĕш вырăнпа таврăннă.

Пурнăç малаллах шунă. Бобинсем ывăлĕсемпе хĕрне авлантарса качча панă. Ашшĕпе амăшĕ тăван килтен уйрăлса тухса çурт лартакан ачисене сахал мар пулăшнă.

1979 çулта Леонид Петровичăн ашшĕ,1988 çулта амăшĕ çĕре кĕнĕ. Ывăлĕпе кинĕ ватăсене чыслăн тирпейлесе пытарнă.

28 çул шкулта пиçĕхнĕ хыççăн Леонид Петрович тивĕçлĕ канăва тухнă, çапах та пултаруллă учителе ĕçрен яман. Пенсие тухсан тата икĕ çул ачасене трактор предметне вĕрентнĕ вăл. Ĕç ветеранĕпе "Ăста алăсем" кружок ачисем çулсерен тĕрлĕ япаласем ăсталаса тĕлĕнтернĕ.

Леонид Бобин ачасене тĕрлĕ ĕçе хăнăхтарнă. Пĕр çулхине шкул пахчинче пилеш йывăçĕ çумне груша туратне сыпнă вăл. Шкул директорĕ районтан килнисене пĕр йывăç çинче икĕ тĕрлĕ çимĕç ỹснине кăтартсан, паллах, тĕлĕннĕ. Теветкеллĕ çынна ура хуракансем те тупăннă. Вĕсене аса илес килмест ĕç ветеранĕн.

Тивĕçлĕ канăва тухсан та ылтăн алăллă арçын ахаль ларма пултарайман. Килĕнче груз турттармалли автомашина, Т-25 валли плуг пуçтарнă, сажалка ăсталанă. Унтан çемье УАЗ, каярахпа "Жигули" машина туяннă. Запас пайсем туянса утă турттармалли автомашинăна хута янă. Çав вăхăтрах кил-çуртне, хуралтăсене çĕнетсе пынă. Паллах, ывăлĕн çемйипе пĕр çăвартан пурăннăран пурнăç малаллах ыткăннă.

2006 çулта Сергей ывăлĕ хресчен (фермер) хуçалăхне йĕркеленĕ. Паян 68 гектар çĕр унăн, сăвăнакан ĕнесем... Ăсталăхĕпе ашшĕне хывнă кĕçĕн ывăлĕ.

- Кашни çыннăн шăпи расна. Хĕвеллĕ те, çумăрлă та, çил-тăманлă та, тумхахлă та вăл пурнăç. Анчах çĕр çине килнĕ кашни çыншăнах кун çути, хĕвел шевли темрен те паха. Эпĕ утса тухнă çул-йĕр яка та тикĕс пулмарĕ пулсан та çынлăхран тухмарăм, - тет пурнăç çине тулли кăмăл-туйăмпа, савăк куçпа пăхакан тыл ветеранĕ.

Вăхăтĕнче чир-чĕрĕ те çакланнă ăна, çапах йывăрлăха çĕнтерсе малаллах талпăннă арçын.

Ырă кăмăллă Мария Семеновна чей ĕçме чĕнчĕ. Пирĕн вара кăмăллă калаçăва тата малалла тăсма вăхăт сахал пулчĕ...

В.КИРИЛЛОВА.

Сăнỹкерчĕкре: Леонид Петровичпа Мария Семеновна Бобинсем.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика