Мусирминский ТО Урмарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче - çĕнетнĕ спортзал

18 сентября 2017 г.

Мăнçырмари шкулта вĕренекен ачасем çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа пысăк парнеллĕ - тĕпрен юсаса çĕнетнĕ спортзаллă пулчĕç.
Яллă вырăнсенче пурăнакан ачасем валли физкультурăпа тата спортпа туслă пулма условисем хатĕрлес тĕллевпе 2013-2020 çулсене валли хатĕрленĕ «Вĕрентÿ аталанăвĕ» патшалăх программи шайĕнче шкулти спортзала тĕпрен юсанă. Юсав ĕçĕсене «Современные технологии» тулли мар яваплă общество пурнăçланă.
Шкулти спортзал малтанхипе танлаштарсан чылай улшăннă. Çĕнĕ урай, сăрланă стенасем, шап-шурă тÿпе. Хывăнса тăхăнмалли, душ кĕмелли пÿлĕмсенче кафель плиткăсем сарнă, туалетсене юсанă, çĕнĕ сантехника вырнаçтарнă, канализаци, çутатмалли, сивĕ тата ăшă шывпа тивĕçтермелли системăсене тĕпрен юсанă. Спортзала çĕнетме тата спорт инвентарĕсемпе пуянлатма федераци тата республика бюджечĕсенчен 970,0 пин тенкĕ уйăрнă.
Мăнçырма шкулĕнчи çĕнет-нĕ спортзала çак кунсенче савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Çак тĕллевпе шкула хисеплĕ хăнасем те килсе çитнĕ: Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев, районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов, ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов.
Мероприятие шкул директорĕ В.Николаев уçрĕ. «Çĕнĕ спортзал уçăлни - çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре, ял тăрăхĕн аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăнать. Патшалăх паянхи кун çамрăксене сывă çитĕнччĕр те-се пысăк тимлĕх уйăрать», - тенĕ В.Николаев. Спортзал малашне яланах ачасемпе, çамрăксемпе тулли пулмаллине, спортпа туслă пулмаллине палăртнă вăл çавăн пекех.
«Çĕнĕ пĕлÿ патне ăнтăлма, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме сунатăп сире! Сывлăх, ăнăçу, спортра çитĕнÿсем пурне те! Пурнăçри йывăрлăхсенчен ан хăрăр! - тенĕ райадминистраци пуçлăхĕ А.Васильев. Çавăн пекех вăл çĕнетнĕ спортзалта пысăк результатсем патне ăнтăлмалли условисем ытларах пулни çинчен каланă.
Районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов та пурне те çĕнĕ спортзал уçăлнă ятпа саламланă. Юрий Васильевич çĕнĕ спортзалта Мăнçырма шкулĕн чи лайăх йăлисем упранса юлассине каланă.
Ялта пурăнакансен ячĕпе саламлă сăмахсемпе Мăнçырма ял библиотекин заведующийĕ Н.Ильина тухса калаçнă. Мероприятие шкул активисчĕсем И.Романова тата А.Егоров ертсе пынă.
Уявăн официаллă пайĕ хыççăн шкулта вĕренекенсем Ю.Николаев физкультура учителĕ ертсе пынипе хăнасене пултарулăхĕпе паллаштарнă. Мероприяти вĕренекенсене пылак парнесем парса савăнтарнипе вĕçленнĕ.
Н.Шишкина.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика