Мусирминский ТО Урмарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Почтальона ял-йыш юратать

09 сентября 2017 г.

Почтальон профессийĕ паянхи кун ялта пурăнакансемшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ. Эрнере икĕ хутчен е ытларах та ял çыннин килĕ умĕнчен çав-çавах та иртсе каять вăл. Ахаль кăна иртсе каймасть. Хапха е карта çинче çакăнса тăракан почта ещĕкне çырăнса илнĕ хаçат-журнал е çыру ярса хăварать. 
Уйăхне пĕрре пенси укçи килсе парать. Хаçат-журналсăр пуçне вара ялти тĕрлĕ хыпара та илсе çитерет. Аслă ÿсĕмри çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлекен чи ăста çынсем теме те юрать почтальонсене, вĕсен кăмăлне çавăрса яма пултараççĕ. Мăнçырма ялĕнчи почтальонсем те хăйсен ĕçне чуна парса пурнăçлаççĕ, эрнере 5 кун ялсем тăрăх килĕрен киле миçе километр утмаççĕ-ши вĕсем! Çулла велосипед чи меллĕ транспорт почтальоншăн. Ĕç хăвăртлăхне самай ÿстерме май парать. Людмила Ахвандерова 6-мĕш çул почтальонăн йывăр сумккине йăтать. Вăл Кивĕ Шулхан, Эçпепе ялĕсенчи çынсене хаçат-журналпа тивĕçтерет. Ольга Григорьева та 6-мĕш çул çак ĕçре. Мăнçырма, Çĕнĕ Шулхан ялĕсенче пурăнакансемпе ĕçлет. Алена Васильева та Мăнçырма ялĕ тăрăх хаçат-журнал салатать. Почтальонсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, туслă ĕçлеççĕ. Мăнçырмари çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Елена Сергеевна Демидова ку должноçра кăçалхи февраль уйăхĕнчен кăна-ха. Ĕç кăткăслăхĕпе вăрттăнлăхĕсене уçса пыма ăна малтанхи вăхăтра пĕрле ĕçлекен почтальонсем пулăшса пынă паллах. Çулталăкне икĕ хутчен почта ĕçченĕсен яваплă тапхăр витĕр тухма тивет, ку вăл хаçат-журнал çырăнтарасси. Мăнçырмари çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕсем иртнĕ çырăнтару тапхăрĕнче плана 108 процент пурнăçланă. Кăçал та почтальонсем хаçат-журнала йÿнĕрех хакпа çырăнмалли вунăкунлăха кĕтеççĕ, вăл октябрĕн 5-15-мĕшĕсенче пулĕ. Çак вăхăтра яланхинчен ытларах ĕçлеме хатĕрленеççĕ вĕсем.
Почта ĕçченĕсем каланă тăрăх, ял халăхĕ ытларах «Хĕрлĕ ялав» , «Хресчен сасси», «Советская Чувашия», «1000 советов» кăларăмсене çырăнма кăмăллать.
Э.МИХАЙЛОВА.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика