Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Космодромсен паттăрĕсене чысласа

09 сентября 2017 г.

Кăçал пирĕн ентешĕмĕр, СССР летчик-космонавчĕ, авиаци генерал-майорĕ, икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ Андриян Григорьевич Николаев космоса вĕçнĕренпе 55 çул çитрĕ. «Союз» космос карапĕ тĕнче уçлăхне вĕçме пуçланăранпа çур ĕмĕр. 60 çул каялла çĕр чăмăрĕ тавра пĕрремĕш спутник çаврăнма пуçланă. Тĕнче уçлăхĕнче пулнă пĕрремĕш хĕрарăм-космонавт Валентина Терешкова 80 çул тултарчĕ. Космоса çул хывма пулăшаканĕсем, паллă ученăйсем – С.П.Королев çуралнăранпа 110 çул, К.Э.Циолковский çуралнăранпа 160 çул çитрĕ. Çак юбилейсен списокне малалла та тăсма пулать. Эпир хамăр ентешпе питĕ мухтанатпăр, космоса çул хывакансене, вĕсене вĕçме май туса паракансене яланах асра тытма тăрăшатпăр. Вăрнар районĕнче те космос ĕçĕпе çыхăннă çынсем сахал мар. Çавна май, çÿлерех асăннă паллă вăхăтсене халалласа çĕнĕ кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Унта тĕрлĕ космодромсенче çар службинче тăнă маттур ентешсем çинчен çырса кăтартнă.

А.Г.Николаев çуралнă кун, авăнăн 5-мĕшĕнче, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче «Служили в космодромах» кĕнекен презентацийĕ иртрĕ. Çак уява çав тери чаплă хатĕрленнĕ. Уява тĕп хуламăртан офицерсен обществинчен Н.И.Егоров летчик – майор тата вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕн пуçлăхĕ А.Д.Суварин килнĕ. Çĕнĕ кĕнекене пилĕк çул каялла тухнă «Вурнарцы – люди Байконура» кĕнекен хушма кăларăмĕ тесе палăртрĕç. Светлана Васильева саламлă сăмахсем каланă хыççăн кĕнеке авторне Н.И.Васильева сăмах пачĕç. Николай Иванович кĕнекепе тĕплĕн паллаштарчĕ. Вăл çак кĕнекене Байконурта, Плесецкра тата ытти космодромсенче çар службинче тăнă ентешсене халалланине палăртрĕ. Унта интереслĕ материал нумай: Совет Союзĕнчи полигонсен шăпи, малтанхи космонавтсене еплерех суйласа илни, вĕçеве тухас умĕнхи йăла-йĕрке тата ытти те. Чăвашран тухнă космонавтсемпе паллаштарнă. Чи пахи вара – çар тивĕçне тĕрлĕ космодромсенче хÿтĕленĕ хамăр тăрăхри 23 каччăн шăпине çырса кăтартни. Кĕнекене кăларма хутшăннисене, пуçтарăннă хăнасене тата Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн директорне О.В.Львована, техникумри А.Н.Фирсов инженер-программиста, «Туслăх» ентешлĕхĕн пуçлăхне А.Д.Суварина, Раççей писателĕсен пĕрлешĕвĕн членне – сборник редакцилеме пулăшнă М.А.Васильева автор чунтанах тав турĕ. Уява пуçтарăннисем тухса калаçакансене кăмăллăн итлесе ларчĕç. Уйрăмах А.Г.Николаевăн çывăх юлташĕ, Туçи Çармăсра пурăнакан В.П.Петров ветеран асилсе калаçни питĕ кăсăклă пулчĕ. Хурăнсур ялĕнчен килнĕ виçĕ орден кавалерĕ, ĕç ветеранĕ Р.Ф.Гаврилова калаçăвĕ пурне те кăмăла кайрĕ. Унăн упăшки Н.Н.Гаврилов Байконурти çĕнĕ объектсене тăвас ĕçре вăй хунă. Маттур хĕрарăм пурне те сатур сывлăх сунса çамрăксене вĕренÿре, ĕçре малтисен ретĕнче пыма пиллерĕ.

Уявра студентсем хастар пулчĕç, тĕрлĕ конкурссенче вăй виçрĕç. Мала тухнисене (çав шутра Ольга Никитина, Эдуард Краснов, Антон Ольнов) космонавтсен сăнÿкерчĕкĕсемпе илемлетнĕ открыткăсем парса хавхалантарчĕç.

Ачасене тĕрĕс воспитани парса патриотлăх туйăмне аталантарас ĕçре вăй хурса ĕçленĕшĕн реклама фирмин ертÿçине А.П.Сергеева, техникум мастерне Ю.А.Павлова, преподавательне А.Н.Фирсова, «Туслăх» ентешлĕх пуçлăхне     А.Д.Суварина Хисеп хучĕсем парса чысларĕç.

Н.ИВАНОВ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика