Комсомольский муниципальный округ

Тĕп хуларан - Екатеринбурга

Çитес уйăх вĕçĕнче Шупашкартан Екатеринбурга самолетсем вĕçме пуçлĕç. Ку маршрутпа çула тухакансене "Псковавиа" авиакомпани турттарĕ. Шупашкаршăн ку организаци халĕ те çĕнĕ мар, мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра вăл Чăваш Енпе Питĕр хулисене çыхăнтарать. Екатеринбурга Шупашкартан самолетсем юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа эрнере икĕ хутчен - ытларикунпа кĕçнерникун - вĕçĕç. Пирĕн республика тĕп хулинчен вĕсем 9 сехетре хускалĕç. Екатеринбурга вара 11 сехетре çитĕç. Сăмах май, асăннă вăхăт тĕлне Шупашкарти аэропорт хĕллехи расписанипе (унпа Шупашкарти аэропорт сайтĕнче паллашма май пур) ĕçлеме тытăнĕ.



"Каçал Ен"
15 сентября 2017
13:23
Поделиться