Комсомольский муниципальный округ

Черетлĕ пĕрлехи информаци кунĕ

Сентябрĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Енре, çав шутра пирĕн районта та, Пĕрлехи информаци кунĕ пулать. Унăн темисем: - Чăваш Республикинчи районсенче вырма тата ытти ял хуçалăх ĕçĕсем мĕнле пыни, ял хуçалăх ярмăрккисем йĕркелени çинчен;

- пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене 2017- 2018 çулсенче хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленни пирки; - Чăваш Республикинче хăтлă хула хутлăхĕсене йĕркелессине пурнăçласси тата Чăваш Енре пурăнакансене тирпей-илем ĕçĕсене, пуçаруллă бюджета аталантарассине хутшăнтарасси. Информушкăнсем ялсене çитсе çынсемпе, предприятисемпе организацисенчи ĕç коллективĕсемпе тĕлпулусем ирттерĕç, ыйтусем çине хуравлĕç. Çавăн пекех граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăнĕç.



"Каçал Ен"
15 сентября 2017
13:05
Поделиться