Комсомольский муниципальный округ

"Автобус" операци иртрĕ

Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче районта "Автобус" профилактика мероприятийĕ иртнĕ. Асăннă мероприяти вăхăтĕнче ГИБДД начальникĕ Н.Райков, ЧР ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕ çумĕнчи обществăлла канаш председателĕ М.Илларионова тата ГИБДД штатра тăман сотрудникĕ И.Павлов пассажирсене турттарнă чухнехи хăрушсăрлăха тата çул-йĕр правилисене водительсем мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ.

Мероприяти вăхăтĕнче йĕркене пăснă 3 водителе тытса чарнă. Йĕркене пăсакансене, паллах, административлă майпа явап тыттарĕç.

Н.РАЙКОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ



"Каçал Ен"
15 сентября 2017
13:03
Поделиться