Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Малти вырăнсенче - чи хăвăрттисем

Малти вырăнсенче - чи хăвăрттисем

Хальхи вăхăтра çăмăл атлетика тĕнчипех анлă сарăлнă спорт енĕ шутланать, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем уйрăмах çуран чупассине кăмăллаççĕ. Çуран чупни чĕрешĕн тата ÿпкешĕн усăллă, организма пĕтĕмĕшле çирĕплетет, кăмăл-туйăма çĕклет. Ахальтен мар вырăссем: «Движение - это жизнь», - теççĕ.

Сентябрĕн 6-мĕшĕнче Вăрмар поселокĕнчи тĕп стадионта Вăрмар районĕ 90 çула çитнине халалласа, Совет Союзĕн икĕ хут геройĕн, СССР летчик-космонавтăн А.Николаевăн ятне асăнса, «Советская Чувашия» хаçатăн 79-мĕш эстафета чупăвĕн çăмăл атлетика енĕпе иртекен спорт прессин фестивалĕ шайĕнче çăмăл атлетсен эстафети иртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ, организаципе контроль тата кадр ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов эстафетăна хутшăнакансене спорт уявĕ ячĕпе саламларĕ, пурне те çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕ, пирĕн район спортсменĕсем парăнма хăнăхманнине, яланах малтисен ретĕнче пулнине палăртрĕ, çак ăмăртура çĕнтерекенсем Шупашкара эстафета чупăвĕн финалне район чысне хÿтĕлеме каяссине пĕлтерчĕ.

Çанталăкĕ савăнтармарĕ пулин те спортсменсем çакна туймарĕç тейĕн, вĕсем çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа пĕр-пĕринпе мала тухассишĕн ăмăртрĕç. Куракансем те вĕсене хĕрÿллĕн алă çупса тата хавхалануллă сăмахсем каласа хăпартлантарса тăчĕç. Ăмăртăва хутшăнакансем темиçе ушкăна пайланса чупрĕç. «Спортпа туслă çемье» ушкăнра çĕнтерÿçĕсем Вăрмар поселокĕнчи Георгиевсем пулчĕç. «Ял тăрăхĕсен командисем» ушкăнра энĕшпуçсем мала тухрĕç. «Райадминистрацин пайĕсен командисем» хушшинче районти вĕрентÿ учрежденийĕсен централизациленĕ бухгалтерин ушкăнĕ çĕнтерчĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем хушшинче Чупай шкулĕ, вăтам шкулсем хушшинче Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. «Хĕрарăмсен командисем» ушкăнра Вăрмарти ÿнер шкулĕн ĕçченĕсем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç.

Эстафета çĕнтерÿçисене кубоксем, грамотăсем тата медальсем парса чысларĕç.



13 сентября 2017
08:22
Поделиться