Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвайсем те хутшăннă

14 сентября 2017 г.

Тăвайсем те хутшăннă

  Авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетикăпа спорт ăмăртăвне хутшăннисене саламланă. Мероприяти Шупашкарти «Энергия» стадионра иртнĕ. Ăмăртăва Совет Союзĕн 2 хутчен Геройне Андриян Николаев летчик-космонавта халалласа йĕркеленĕ.
   Спорт уявне уçнă май, Михаил Игнатьев пурне те çитĕнӳсем патне ăнтăлма, куракансене хаваслă кăмăл-туйăм суннă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче «Советская Чувашия» хаçат ирттерекен çăмăл атлетика енĕпе эстафета регионта чи анлă сарăлнă спорт тупăшăвĕсенчен пĕри пулнине каланă.  «Наци кросĕ», «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртусенчен пĕрре те кая мар тесе палăртнă. 
«Андриян Николаев яланах паттăр пулма ĕмĕтленнĕ.  Унăн тĕллевĕ пурнăçланнă.  Вăл чăн-чăн патриот.  Сахал мар тăрăшнă, спортра хăйĕн ăсталăхне туптанă, тӳсĕмлĕ, хастар та ĕçчен çын пулнă», - тенĕ Михаил Игнатьев.  
   Кăçал регионшăн спорт енĕпе питĕ тухăçлă çул пулнине каланă. Чăваш Енĕн 174 спортсменне Раççейĕн пĕрлештернĕ ушкăнне кĕртнĕ. Республикăра кăçал çĕршыв шайĕнчи 59 спорт ăмăртăвĕ иртет. Раштав уйăхĕнче Раççей Кубокне тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе хĕрарăмсем хушшинче спорт ăмăртăвĕсем пулĕç.
  Эстафетăна пухăннисене çавăн пекех Чăваш Республикин  Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Елена Николаева, «Советская Чувашия» хаçатăн тĕп редакторĕ Владимир Васильев саламланă.
  Кăçалхипе 79-мĕш хут иртекен сумлă ăмăртăва 154 ушкăн хутшăннă. Тăвай енрен унта «Ял ĕçченĕ» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем, район центрĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн тата район администрацийĕн ушкăнĕсем хутшăннă, спортпа туслă Сормовсен çемйи лайăх кăтартупа палăрнă.

Первоисточник: "Ял ecченe"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика