Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни кăларăм - çĕнĕ хыпар

09 сентября 2017 г.

Кашни кăларăм - çĕнĕ хыпар

Аслă Елчĕкри почта çыхăну уйрăмне Лидия Адюкова ертсе пырать. Коллективри виçĕ почтальонка та хăйсен тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Акă, Надежда Чернова почтальонка çăмăл мар ĕçре тăватă çул тăрăшать. Вăл район хаçатне кăна 140 экземпляр ытла валеçет. Антонина Обручкова виççĕмĕш çул ĕçлет. Эльвира Хушкина ĕçлеме пуçлани нумай вăхăт мар-ха.

- Коллектив çамрăк. Кашнийĕшĕ маттур, - тет Лидия Федоровна.

Акă, Надежда Николаевна çанталăка пăхмасăр хаçат-журнала подписчиксем патне вăхăтра çитерес тесе тимлет. Хальхи вăхăтра çитес çул илсе тăма хаçат-журнал çырăнтарать. Ял çыннисем ăна çепĕç чĕлхеллĕ те ырă кăмăллă пулнăшăн хисеплеççĕ.

Сăнỹкерчĕкре: Н.Чернова.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика