Комсомольский муниципальный округ

Черетлĕ лару иртнĕ

 Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче наркотиксемпе кĕрешекен комиссин черетлĕ канашлăвĕ иртнĕ. Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов ертсе пынă ларура виçĕ ыйту пухса тухнă.

 "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Николаев наркотиклă тата психотроплă япаласене сутлăхран кăларасси, ачасемпе çамрăксене сывă пурнăçа тата спорта юратма хăнăхтарасси çинчен сăмах пуçарнă. Район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн методисчĕ М. Николаева вара шкулсенче ирттерекен профилактика мероприятийĕсем çинчен каласа панă. Ларура çавăн пекех хăйсем тĕллĕн ỹсекен наркотиклă ỹсен-тăранпа кĕрешесси çинчен те ыйту хускатнă.

 - Ларăва вĕçленĕ май çакна палăртмалла. Чи кирли - ачасемпе çамрăксем хушшинче спорта модăна кĕртни. Çак тĕлĕшпе çине тăрсах ĕçлемелле, усал йăлапа çыхланма çамрăксен вăхăт ан пултăр, - тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов.



"Каçал Ен"
12 сентября 2017
15:08
Поделиться