Комсомольский муниципальный округ

Тимлĕ пулмалла

Августăн 28-мĕшĕнчен сентябрĕн 10-мĕшĕччен районта "Асăрханăр, ачасем!" профилактика мероприятийĕ иртрĕ.

Çак вăхăтра ГИБДД сотрудникĕсем ачасене илсе çỹрекен автомашинăсене, водительсене тĕрĕслерĕç. Саккуна пăхăнманнисене явап тыттарма та тивнĕ. Сăмахран, ачана автомашинăра ятарлă креслăсăр илсе çỹренĕшĕн 3 пин текнĕ штраф тỹлемелле.

Районти ГИБДД сотрудникĕсем профилактика мероприятийĕ вăхăтĕнче шкулта вĕренекенсемпе, ача садне çỹрекенсемпе те тĕл пулусем йĕркелерĕç. Акă, сăмахран, сентябрĕн 7-мĕшĕнче Урмаел ялĕнчи "Лейсан" ача сачĕн шăпăрла-нĕсемпе тĕл пултăмăр. Вĕсемпе пĕрле "День знаний ПДД" уçă урок ирттертĕмĕр. Çавна май кĕçĕн туссемпе çул-йĕр правилисене пăхса тухрăмăр, çул çинче мĕнле çỹремеллине тепĕр хутчен аса илтертĕмĕр. Çуран çỹренĕ чухне, велосипедпа çула тухсассăн, автомашинăна ларсассăн çав тери асăрхануллă пулмалла.

Р. Закирова



"Каçал Ен"
12 сентября 2017
14:53
Поделиться