Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçат ăмăртăва чĕнет

06 сентября 2017 г.

Хаçат ăмăртăва чĕнет

Икĕ хут Совет Союзĕн Геройне Андриан Григорьевич Николаев космонавт летчика асăнса, "Советская Чувашия" хаçат парнисемшĕн 79-мĕш хут ирттерекен республикăри çăмăл атлетсен эстафети - Чăваш Енри спорт прессин фестивалĕ сентябрĕн 9-мĕшĕнче Шупашкар хулинче "Энергия" стадионта пулать. Вăл 16 ушкăнра иртет. Чăваш Республикинчи чи анлă сарăлнă, массăллă спорт ăмăртăвне çулсерен нумай çын хутшăнать. Унăн малтанхи тапхăрĕ районсенче пуçланать: çуркунне тата кĕркунне район хаçачĕсен парнисемшĕн тупăшаççĕ, кĕркунне тĕп ăмăртăва хутшăнма командăсем суйласа илеççĕ. Пирĕн районта вăл сентябрĕн 3-мĕшĕнче Елчĕкри тĕп садионта иртрĕ.

Районти ăмăртăва хутшăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый, Елчĕкри вăтам шкултан 1972 çулта вĕренсе тухнă, 5000 тата 10000 метра чупассипе РСФСРти Халăхсен 7-мĕш тата 8-мĕш спартакиадисен чемпионĕ (1979 тата 1983 çулсем), кросс чупассипе СССР чемпионĕ, Пĕтĕм Союзри тата Раççейри ытти нумай ăмăртусен чемпионĕ, призерĕ, тĕнче класлă спорт мастерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Николай Григорьев саламларĕç.

Районти ăмăрту тĕрлĕ ушкăнра иртрĕ. Район администрацийĕн пайĕсен ушкăнĕнче эстафета патаккине финиша чи малтан экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен тата ялхуçалăх пайĕсен пĕрлештернĕ команди илсе çитерчĕ. Иккĕмĕш вырăнта - централизациленĕ библиотекăн тата капиталлă строительство пайĕн пĕрлештернĕ команди, виççĕмĕшĕнче - вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн çăмăл атлечĕсем.

Ял тăрăхĕсен командисен ушкăнĕнче Кĕçĕн Таяпасем çĕнтерчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Аслă Елчĕк тата Курнавăш ял тăрăхĕсенчи спорт тусĕсем йышăнчĕç.

Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсен ушкăнĕнче кăçал та Хăвăлçырмасем çĕнтерчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Елчĕк тата Тĕмер шкулĕсенчи çăмăл атлетсем йышăнчĕç.

Вăтам шкулсен ушкăнĕнче Курнавăш шкулĕн команди çĕнтерчĕ. Елчĕк тата Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕсен командисем - иккĕмĕшпе виççĕмĕш призерсем.

Çỹлерех асăннă хăш-пĕр шкулсенче вĕренекенсем "Советская Чувашия" хаçат призĕсемшĕн ăмăртса республикăра та тĕрлĕ çулсенче палăрнă. Кăçал вара сентябрĕн 9-мĕшĕнче район чысне кĕçĕн ушкăнра Хăвăлçырма тата Тĕмер, аслă ушкăнра Курнавăшпа Елчĕк шкулĕсенче вĕренекенсем хỹтĕлĕç. Кунсăр пуçне район администрацийĕн, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн командисем республикăри турнирта вăй виçеççĕ. Ăнăçу сунатпăр вĕсене!

Н.АЛЕКСЕЕВ.

Сăнỹкерчĕкре: чупу саманчĕ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика