Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен Пуçлăхĕ Александр Осиповпа тĕл пулнă

09 сентября 2017 г.

 Тĕлпулу вăхăтĕнче пуçлăхсем муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тĕплĕн сỹтсе явнă, çитес тапхăр валли лартнă тĕллевсем тавра канашланă, вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатнă, бюджет тултарăвĕ çинче те чарăнса тăнă. "Эсир муниципалитет службинче ĕçлесе курнă, ĕç опычĕ те пур. Çак должноçре сирĕн хăвăра шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçламалла, бюджет пайĕпе те тухăçлă, тĕллевлĕн усă курса пымалла. Муниципалитетăн тупăш пайне тултарассишĕн çине тăрса ĕçлемелле. Укçа-тенке приоритетлă ыйтусене татса пама тăкакламалла", - чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

 Регион ертỹçи Александр Осипова муниципалитет шайĕнче йышăннă программăсене тĕплĕн пăхса тухма, вĕсене пурнăçа кĕртессипе район епле ĕçленине тишкерме, 2018 - 2020 çулсем валли палăртнă бюджет проектне хатĕрленĕ чухне халăхăн пуçаруллă сĕнĕвĕсене шута илсе ĕçлеме каланă.

"Каçал енĕн потенциалĕ пысăк. Район лайăх аталантăр, халăхăн ĕç укçи ỹссе пытăр тесессĕн, муниципалитетăн инвестици явăçтарассишĕн тухăçлă ĕçлемелле. Районта ытларах та ытларах пысăк технологиллĕ производствăсем хута ямалла. Çакăн пек ĕçлесен çулталăка ăнăçлă вĕçлеме пулать. Халăхăн пурнăç условийĕн шайне хăпартассишĕн тăрăшмалла, социаллă сферăна "уралантармалла", - палăртнă республика ертỹçи.

 Александр Осипов регион пуçлăхне çак кунсенче муниципалитетра хуçалăхсен, социаллă сферăри ĕçсемпе паллашнине пĕлтернĕ, халăхпа та тăтăшах тĕл пулнине каланă. 2017 çул валли йышăннă инвестици проекчĕсем пĕтĕмпех пурнăçа кĕрсе пынине палăртнă.

 Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем çинче те чарăннă, Комсомольски ялĕнче пуçтарăнса тăракан шывсене тасатса кăларма пулăшакан ятарлă станцие хута ярасшăн. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ĕçе кỹлĕниччен палăртнă проекта чи малтанах экологи экспертизи витĕр кăлармаллине, ятарлă канаш ĕçĕнче те анлăн пăхса тухмаллине асăрхаттарнă.

 Александр Николаевич Урмаел ялĕнчи халăх тепĕр ача сачĕ хута яма ыйтнине пĕлтернĕ. Михаил Васильевич икĕ вариантпа ача садне çĕклеме май пуррине асăннă - шкул çумĕнче хăпартса лартни е тата çĕнĕ вырăнта туни.

 Тĕлпулу вăхăтĕнче уй-хир ĕçĕсем пирки те ыйту çĕкленнĕ. Районта авăн уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне 10 пин ытла гектар çĕр лаптăкĕнчен тыр-пула тĕшĕлесе кĕртнĕ. Вырма палăртнă планран 70 процент пурнăçланнă. Вырмана малтан пĕтернĕ хуçалăхсен техникине юлса пыракансем патне пулăшу пама куçарма тĕллев лартнине палăртнă район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Республика ертỹçи Михаил Игнатьев ватăсене тыр-пулпа туллин тивĕçтерме сĕннĕ, мĕншĕн тесен вĕсен çĕр пайĕсемпе хуçалăхсем усă курнине асăннă. Официаллă сайтран.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика