Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçа — Тăван çĕршыва, чыса — никама та!

05 сентября 2017 г.

Моряк тумне тăхăннă каччăсемпе хĕрсем салтакла çирĕп утăмпа стройпа иртеççĕ — маттурсене пăхса ытармалла мар... Çапла, кунта хĕрачасем те пур. Пĕтĕмпе вара Шупашкарти К.Иванов урамĕнче вырнаçнă кадетсен шкулĕнче паян 225 ача пĕлÿ илет, çар хатĕрленĕвĕн вăрттăнлăхĕсене ăса хывать. 5-мĕш класран пуçласа йышăнаççĕ. "Кĕçĕн" 5-мĕш класа кăçал 30 ачана йышăннă.

Кунта вĕренекенсене ăмсанма та пулать: хальлĕхе вĕсем кивĕ шкулта-ха, анчах çитес çулах кадетсен корпусĕн Çĕнĕ Кăнтăр районĕнче тума пуçланă çĕнĕ çурчĕсенче вĕренме пуçлĕç.

Кадетсене праçник ячĕпе саламлама сумлă хăнасем йышлăн килчĕç. РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн аппарачĕн право хуралĕн, оборона тата хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен департаменчĕн пуçлăхĕ Алексей Галкин та ерçÿ тупса ятарласа килнĕ.

Шкул Совет Союзĕн Геройĕн Александр Кочетовăн ячĕпе хисепленет. Халь кадетсем Герой çемйипе туслă çыхăну йĕркеленĕ. Унăн Мускав çывăхĕнче пурăнакан хĕрĕпе те, мăнукĕн хĕрĕпе те — паян тĕнче пĕлекен фигуристкăпа Аделина Сотниковăпа — туслă.

Алексей Галкин строя тăнă кадетсене Михаил Бабич полпред ячĕпе саламларĕ. Вăл палăртнă тăрăх, "паян сирĕншĕн — пуласлăх уçăлакан кун". Чăваш Енри кадет корпусне Атăлçи округĕнчи "КаДетство" проекта кĕртнĕ - ятарлă вĕрентÿ организацийĕсен ретне тăнă май паха пĕлÿ илмелли анлă майсем уçăлаççĕ: "Кунта чăн-чăн патриотсем çитĕнĕç". Çакă Раççейри кадетсен патша вăхăтĕнчех çуралнă девизĕнченех палăрать: "Пурнăçа Тăван çĕршыва, чыса — никама та!"

Пухăннисене вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина саламларĕ. Вăл бюджетран вĕрентÿ валли кăçал пĕтĕмпе 15 миллиард тенке яхăн уйăрни çинчен каларĕ. Вĕрентÿ министрĕ Юрий Исаев Пĕлÿ кунĕ пирки "çулталăкри чи телейлĕ кун" тесех каларĕ.

Шкул попечителĕсем те ачасене тăрăшса вĕренме, ĕмĕтсене пурнăçлама сунчĕç.

Николай КОНОВАЛОВ

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Российский общеобразовательный портал Федеральный образовательный портал: Российское образование ЕГЭ: Портал информационной поддержки Единого Государственного Экзамена    
         

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика