Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш тăрăхĕнчи чи хăтлă шкул

05 сентября 2017 г.

Тĕп хулари Гладков микрорайонĕнче пурăнакансем çакна чылайранпа кĕтнĕ. Епле-ха унсăрăн? Ку таранччен вĕсен ывăл-хĕрĕн пĕлÿ илмешкĕн 10 тата 24-мĕш шкулсене çÿреме тивнĕ вĕт. Çĕршыв ертÿлĕхĕ хавхалантарнипе, регион влаçĕн пуçарулăхĕпе, хула администрацийĕн пултарулăхĕпе тата вĕренÿ учрежденийĕн коллективĕ, ашшĕ-амăшĕ тăрăшнипе Пĕлÿ кунĕнче, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче, ку тăрăхра Чăваш хутлăхĕнчи чи хăтлă та хăтлă шкул хута кайрĕ.

Ăна уçнă ятпа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршинова тата Леонид Черкесов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, ЧР вĕрентÿ тата ăслăлăх министрĕ Юрий Исаев, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков тата официаллă ытти çын хутшăнчĕç, ачасемпе ашшĕ-амăшне çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламларĕç, çамрăк ăрăва тивĕçлĕ пĕлÿ илсе халăха, Тăван çĕршыва, Чăваш хутлăхне юрăхлă граждансем пулса çитĕнме ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн хăнасем пĕлÿ учрежденийĕпе паллашрĕç, кунта вĕренĕвĕн хальхи хутлăхне туса хунине палăртрĕç. Чăн та, пултарулăха аталантармашкăн, ăс-тăна çивĕчлетмешкĕн пур те çителĕклĕ: классем аслă та çутă, çамрăк ăрăва кулленхи пурнăçра кирлĕ пулакан хăнăхусене илмешкĕн мастерскойсемпе кил-çурта тытса пыма вĕрентекен кабинетсем уçнă, хими, физика, биологи кабинечĕсем çĕнĕ йышши цифрăллă оборудованисемлĕ, хореографии класĕ пур, библиотека пуян, вăй-хала тĕреклетмешкĕн спорт комплексĕ / бассейн, тĕрлĕ зал, футбол уйĕ, баскетбол, волейбол , хоккей лапамĕ тата ытти/ йĕркеленĕ.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче 1-мĕш шкулта 960 ача парта хушшине лартнă, вĕсенчен 213-шĕ пĕлÿ тĕнчине тин ярса пуснă. Сăмах май, программăпа килĕшÿллĕн пĕчĕккисем 1-мĕш класрах акăлчан чĕлхине шĕкĕлчеме тытăнаççĕ, 5-мĕшĕнчен — французсенне.

Чăваш Республикин вĕренĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Татьяна Николаева ертсе пыракан преподавательсен туслă коллективĕ çĕршывăн çамрăк гражданĕсене çирĕп те тарăн пĕлÿ парасси, чăн-чăн патриотсем çитĕнтересси иккĕлентермест.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Российский общеобразовательный портал Федеральный образовательный портал: Российское образование ЕГЭ: Портал информационной поддержки Единого Государственного Экзамена    
         

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика