Янтиковское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

"Добро пожаловать на наш сайт"

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачан шухăш-кăмăлĕ улшăнать

31 августа 2017 г.

    Наркотуртăмăн малтанхи тапхăрĕсене асăрхани пĕлтерĕшлĕ. Ачан шухăш-кăмăлĕ тÿрех улшăнать ун пек чух. Уйрăм паллăсем çинче чарăнса тăрар-ха.
   Ача хăйне яланах килĕшнĕ япалисемпе урăх кăсăкланмасть, шкулта та япăхрах вĕренме пуçлать. Кăмăлĕ улшăнуллă, аппетит çук, çĕрпе куна арпаштарма пуçлать. Куç шăрçи палăрмаллах пĕчĕкленет е сарăлать.
   Çĕнĕ туссем тупать, калаçу теми улшăнать. Вăл тăруках фармакологипе е килти аптечкăпа интересленме пуçлать. Япалисен хушшинче шприцсем, пипеткăсем, тĕркевсемпе хут пакетсем курăнма пуçлаççĕ.
  Наркотикпа минренĕ çын хăйне урăхла тытать, тăтăш хускалать, хăвăрт, хĕрÿленсе калаçать. Ыйтусем çине те тĕлли-паллисĕр хуравлать. Куçĕсем хăйне евĕр йăлтăртатаççĕ. Çын сăлтавсăрах ахăлтататса кулать е хаярланать, ыратнине туймасть, яваплăхпа хĕрхенÿ туйăмĕсем çухалаççĕ.
   Наркоманипе вăрах вăхăт чирлекенĕн алли çинче укол йĕрĕсем курăнаççĕ, куç айĕ тăртанни палăрать. Наркотик витĕмĕ кĕске вăхăтлăх кăна пулма, витĕмĕ пĕтсенех çын хăйне япăх туйма, пусăрăнма, хаярланма тата ытларах хĕрсе кайма пултарнине шута илмелле. Унăн черетлĕ “дозăна” тупассишĕн кирек мĕнле чăрмава часрах сирес туртăмĕ вăйланать. Хăшĕсен ку тапхăр кĕске вăхăта пырать, унтан тăрук депресси пуçланать. Наркотикпа укол урлă усă куракансен ВИЧ-инфекци ертес хăрушлăх пысăк. Ачасене наркотик тыткăнĕнчен мĕнле упраса хăварма пулать-ха; Вĕсене çак малтанлăха анчах илĕртекен чиртен пăрăнса кирек хăçан та “çук” тесе хуравлама вĕрентмелле.
   Çамрăксене тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтересси çемьери, обществăри лару-тăруран килет. Сывă пурнăç йĕркине çемьере, садикре, шкулта хăнăхтармалла.

Первоисточник: "Ял ecченe"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика