Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Тăван ялăн тĕтĕмĕ те тутлă"

"Тăван ялăн тĕтĕмĕ те тутлă"

Яш-кĕрĕм хушшинче ятран чĕннине хăнăхнă Петя, халĕ ватти-вĕтти таранччен сумлăн "Петр Дмитриевич" тесе чĕнекен Хушкин ача чухнех ваттисенчен астуса юлнă çак сăмахсене хăйĕнчен кĕçĕнреххисене те, çемьери ывăлĕпе хĕрне те пĕрре мар аса илтернĕ.

- Пирĕн ỹсĕмре, тĕпрен илсен, ача-пăчана та, çитĕнсе пыракан ăрăва та, тăван ялта е çывăх тавралăхра тĕпленме хистесси тĕп вырăнтаччĕ, - тет паян П.Д.Хушкин ĕç ветеранĕ. - Мăн асаттесен йăли тăрăх, аслă ывăл-хĕрĕсем авлансан-качча кайсан та май килнĕ таран тĕп кил çывăхнерех "йăва çавăрма" (çывăхри касса е çав урамах) тăрăшнă. Кĕçĕннин вара ашшĕ-амăшне пăхакан пулса юлмаллах. "Асту, ывăлăм, - тенĕ вĕсем хăйсен тĕпренчĕкне, - епле йывăр пулсан та тăван кил мăрйинчен тĕтĕм тухма чарăнма ан пар. Вăл йăх-тĕп тăсăмĕн палли кăна мар, аслă ăрусен ырă енĕсене малалла тăсни те пулать". Чылай чухне вара шур сухаллă мучисем хăйсенчен: "Тăван ялăн тĕтĕмĕ те тутлă", - тесе хушса хуратчĕç.

Чăннипе илсен, Мĕтри Печчин хăйĕн те тĕпе юлса ашшĕ-амăшне пăхмалла пулнă-ха. Çапах та вăл малтан,тетĕшĕ пекех мĕн пĕчĕкрен техникăна юратнăскер, вăтам шкул хыççăн Пăва хулинчи профессипе техника училищинче слесаре вĕренсе тухать. Çамрăк специалиста çийĕнчех районти "Сельхозтехника" пĕрлешĕвне йыхравлаççĕ, трактор-комбайн моторĕсене юсакан цеха вырнаçтараççĕ. Çĕнĕ рабочи, шкулта чухнех хăйĕн активлăхĕпе, анлă тавракурăмлăхĕпе палăрнăскер, часах çамрăксен лидерĕ (хăйне майлă ертỹçĕ) пулса тăрать. Сăмахшăн кỹрше кайманскер, юлташĕсене тĕлĕнтермĕш пулăмсем çинчен е мĕн те пулин кулăшлине каласа парса тыткăна илет. Тусĕсем вăл политика ыйтăвĕсене те уçăмлăн пĕлнине сисеççĕ. Вăлах предприятири комсомол организацийĕн витĕмлĕ пулăшаканĕ пулать. ВЛКСМ райкомĕнчисем те ăна çамрăксем хушшинче ĕç тумалли пысăкрах хушусем пама пуçлаççĕ.

"Эсĕ пирĕн резерв пулатăн", - хушса хурать унпа пĕрле иртнĕ нумай тĕлпулусенчен пĕринче комсомол райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ.

Пĕлỹ туртăмĕ пысăк пулни ăна кĕçех Шупашкара, Чăваш ялхуçалăх институтне илсе çитерет. Маларахах пуçламăш техника пĕлĕвĕ илнĕрен тата юсав мастерскойĕнче ĕçлесе самай опыт пухнăран Петя инженер-механиксем хатĕрлекен факультетра чи лайăх вĕренекенсенчен пĕри пулать.

Сумлă студент тата общественник (пĕрремĕш семестртан пуçласа алла диплом иличченех пысăклатнă стипенди илсе тăнă, тăтăшах факультетри комсомол комитечĕн секретарĕ тата вĕренỹ ушкăнĕн старости пулнă) пур çĕрте те хăйĕн ăсталăхĕпе тата пултарулăхĕпе палăрать. "Çавна пула маншăн пилĕк çуллăх вĕренỹ пилĕк кун пек хăвăрт иртнĕн туйăнать", - йăл кулать Петр Дмитриевич халĕ те.

- Çапах та диплом панă чухне самаях пăшăрхантăр пулĕ-ха? Вăл вăхăтра аслă пĕлỹ илнисене час-часах ют республикăсемпе облаçсене ăсатнă-çке. Ăçта кайсан та виçĕ çултан кая мар ĕçлемеллеччĕ пулас.

- Йĕрки çапла пулнă та, никам та турткалашса тăман. Эпĕ те маларахах пысăках мар чăматан, юта кайсан тăхăнмалли хăш-пĕр кĕпе-тумтир хатĕрленĕччĕ. Вуламалли чăваш кĕнекисем те чылай туянса хунăччĕ. Анчах чăматанĕпе те, ытти япалисемпе те темиçе çултан кăна усă курма тытăнтăм. Пуçласа канма кайсан.

- Тĕлĕнмелле пек килсе тухать...

- Хам та аванмарланса кайнăччĕ ун чухне. Хушаматăм алфавитра каярах пулнипе направлени ăçта пуласса чылаях хумханса кĕтмелле пулчĕ, - калаçăва тăсать Петр Дмитриевич, тĕрлĕ организацисенче пулсан та, Советсен çуртĕнче вунпилĕк çул пĕрле ĕçленĕ çывăх тусăм. - "Хушкин Петр ячĕпе хамăр республикăри Пăрачкав районĕнчен йыхрав килнĕ, - тесен хам мĕн илтнине те шанас килмерĕ. - Ăна "Сельхозтехника" пĕрлешĕвĕн юсав мастерской пуçлăхне чĕнеççĕ" сăмахсем хăлхана кĕрсен кăна мĕн калани чăн сăмах иккенне ĕнентĕм.

...Унăн маларах туяннă чăматанĕпе Пăрачкав районне те кайма лекмен иккен. Вĕренỹ хыççăнхи отпуск вăхăтĕнче ăна ВЛКСМ Елчĕк райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Алиса Грибова чĕнтерсе илет те (вĕсем пĕр-пĕрне çамрăкранах лайăх пĕлнĕ), аслă пĕлỹллĕ каччăна тинтерех кăна пушаннă иккĕмĕш секретарь вырăнне сĕнет. Вăлах аслă органсенчен Хушкин инженер-механика çамрăксен организацийĕн ертỹçинче ĕçлеме ирĕк ыйтса илет.

- Сирĕн карьера çулĕ кавир сарнă пек тикĕс пулнăн туйăнать, - тỹрĕрен тỹрĕ ыйту паратăп вун-вун çул юнашар ĕçленĕ, çулпа мар, ĕç вырăнĕпе аслă тусăмран.

- Йышăнатăп, мана çĕклекенсем, пулăшакансем яланах тата вĕçĕмсĕрех пулнă. Анчах "Вырăнне кура - яваплăхĕ" иккенне те манмалла мар. Хамăр кăларнă "Крылатая молодость" кĕнекере çырнă пекех, мана комсомол çитĕнтерчĕ тата çын турĕ. Шăпах вăл мана, ялта ỹснĕ ахаль ачана, пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма вăй-хал тата хавхалану парса, çунат хушса пычĕ, тавракурăма вĕçĕмсĕр анлăлатма тата пуласлăха шанса ĕçлеме вĕрентрĕ тата хăнăхтарчĕ. Çавна пулах шăпа, ăслă юлташсем тата район халăхĕ шаннипе тата пулăшнипе, ĕç картлашки тăрăх чи çỹллĕ вырăнсене - район канашĕн председателĕ, унтан КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ таранах çĕклерĕ. Мухтав Турра, мана йывăртан та йывăр çĕклеме ăнăçлăнах тытса пыма май килчĕ. Çав çулсенче район яланах малтисен ретĕнче пулнинче, çĕр-çĕр çын тĕрлĕ наградăсене, Кивĕ Эйпеçре пурăнакан Николай Панкратов Социализмла Ĕç Геройĕ таранах çĕкленнинче манăн тỹпем те пуррине туйса тăратăп.

Анчах... Малтанхи вăхăтра ăнăçсăр пуçланнă çĕнетỹсене (тăхăрвуннăмĕш çулсене) аса илетĕп те çỹç-пуç вирелле тăрать. Саманчĕ-саманчĕпе никам та ăçта каймаллине пĕлмен вăхăтсем те пулчĕç пулĕ. Юрать-ха, çавăн пек кăткăс лару-тăрура та шанчăклă ертỹçĕсемпе туссем хăюллăнах алă пачĕç, пулăшрĕç. Манăн нумай çулхи яваплă ĕçе хакласа, çĕнĕрен çĕнĕ вăйпа ĕçлеме вăй-хал парса пычĕç. Вĕсен татăклă пулăшăвех мана самай çулланнă хыççăн çыпçăннă йывăр чиртен уçăлма, аванах çăмăлланма, пурнăçа çĕнĕлле курса савăнмалăх кун-çул парнелерĕ. Халĕ, çичĕ теçетке çурă тултартăм пулсан та, хама чиперех туятăп. Уншăн яланах килĕштерсе ĕçленĕ туссене те, çур ĕмĕре яхăн пĕрле, алла-аллăн тытса пурăнакан, пионер вожатăйĕ чухнех юратнă Лия мăшăрăма та, хам пекех тỹрĕлĕхпе тĕрĕслĕхе парăннă ывăлпа хĕре те чĕререн тав тăватăп.

Çак йĕркесен авторĕпе редакци коллективĕ Сире çутă менелник ячĕпе ăшшăн саламлаççĕ тата район умĕнче тунă капашсăр пысăк ĕçшĕн, нумай çулсем хушши хаçатпа тачă çыхăну тытнăшăн тав тăваççĕ, çемьере тата пурнăçра чи ыррине кăна сунаççĕ.

Анатолий ТИМОФЕЕВ, 
пичет ветеранĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.



"Елчĕк Ен"
26 августа 2017
14:13
Поделиться