Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă ентешсем: Артистăн халăхшăн тăрăшмаллла

26 августа 2017 г.

Паллă ентешсем: Артистăн халăхшăн тăрăшмаллла

Георгий Филимонович Жирнова сцена мĕн пĕчĕкренех илĕртнĕ. 1949 çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕнче Иштерекре çуралнăскер иртнĕ ĕмĕрте чăваш хĕрĕсемпе каччисем пухăсене çÿренине, чăн чăваш уявĕсене курса ÿснĕ. Çавсемпе çунатланнă. Çавăнпах пулĕ Шупашкарти иккĕмĕш шкул-интернатра вĕреннĕ чухнех арçын ача А. Михайлов ертсе пынă хора çÿренĕ. 

Георгий 14 çултах Казахстанри Джезгазган хулине тухса кайнă. Хулари Культура çуртĕнче цирк студийĕ те пулнă. Георгий çавăнта цирк программисене ертсе пынă, кулăшла сăвăсемпе калавсем вуланă, çав хушăрах сывлăшри гимнаст та пулнă.

Актерсен курсĕнче вĕреннĕскер,1968 çулта Шупашкара таврăнсан Георгий Филимонович Пукане театрĕнче ĕçлеме тытăннă, тĕп рольсене вылянă. Совет çарĕнче хĕсметре тăнă хыççăн та ĕçлеме унтах таврăннă.

1974 çултанпа Г. Жирнов чăваш писателĕсен союзĕн пропагандăпа ĕçлекен бюровăн литература сотрудникĕнче тимлеме тытăнать. Çавăнтанпа ĕнтĕ вăл писательсемпе çывăх ĕçлеме пуçлать. Ялсем тăрăх çÿресе поэзи каçĕсем ертсе пынă, республика тулашĕнчи чăваш ялĕсенче те тăтăшах пулнă.

Çапла пĕр çулталăк иртнĕ хыççăн Георгий Филимонович Чăваш патшалăх филармонине куçать, «Çавал» ансамбльте лектори ушкăнĕнче концертсем ертсе пыма тытăнать.

- Пилĕк çула яхăн уйрăм концертсемпе çÿрерĕм. Чăваш поэчĕсен сăввисене вуласа литература каçĕсем ирттертĕм. Сергей Есенин маншăн чи юратнă сăвăçсенчен пĕри пулнă май, унăн сăввисене те хаваспах вуласа параттăм. Шкулсене уçă уроксем ирттерме те чĕнетчĕç, - аса илет вăл вăхăт пирки Георгий Филимонович.

Поэзи тусĕ каярахпа сатирăпа кулăш прораммисене йĕркелеме тытăнать: «Зигзаги», «Смех для всех», «Доля шутки, доля правды».

1991 çулта Виталий Петров пуçарнипе «Чăваш ен» ушкăн йĕркеленет. Пуçаруçă çав çулах Георгий Жирнова хăйĕн патне чĕнет. 1990 çулта Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕн ятне тивĕçнĕ пирĕн ентеш 1994 çултанпа пултаруллă юрăçсенчен тăракан çак ушкăна ертсе пыма тытăнать, хăйĕн пĕлĕвне те ÿстерет.

- Чăвашсен чăвашлăх никĕсне упраса хăварса малалла аталанмалла. Артистсен хăйсен çÿллĕ шайри пултарулăхĕпе халăха самантлăха та пулин йывăрлăхсем пирки манма, савăнăç парнелеме ăсталăх çитермелле, - çапла шухăшлă паян та Георгий Филимонович.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика