Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шупашкар 548 çул тултарчĕ

23 августа 2017 г.

Юратнă хуламăр Шупашкар черетлĕ çуралнă кунне уявларĕ.

Хула кунне халалласа маларах ача сачĕсем уçăлнă, спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ...

Хĕрлĕ тỹремре "Раççей тĕрĕкĕсем" Пĕтĕм Раççейри фестивальне çĕршыври тĕрлĕ регионта пурăнакан тĕрĕк йăхташсен пултаруллă коллективĕсем хутшăннă.

Тĕп хулари Чăваш тĕррин музейĕнче "Тĕрĕк халăхĕсен Раççейĕн нумай культура хутлăхĕнчи йăла-йĕрке культури" ятпа "çавра сĕтел" иртнĕ. Ун ĕçне хăнасем те, пирĕн ăсчахсем те хутшăннă.

Фестивале килсе çитнĕ тус-тăвансен гала-концерчĕ иртнĕ. Уйрăмах палăрнисем наградăсене тивĕçнĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хула çыннисене уяв ячĕпе саламланă, Шупашкар çыннисене пултаруллă ĕçĕшĕн, тăван çĕре юратнăшăн тата ăна чунтан парăннăшăн тав тунă.

"Браво" ушкăнăн концерчĕ хула çыннисемпе унăн хăнисен кăмăлне тата та çĕкленĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика