Главное управление МЧС России по Чувашской РеспубликеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăюллисен ĕçне суйласа илнĕ

25 августа 2017 г.

 

Пирĕн район каччисем шкултан вĕренсе тухсан çарпа çыхăннă профессисене суласа илнине тăтăшах илтме пулать юлашки вăхăтра. Паллах, ку пулăм савăнтарать - çĕршыва хỹтĕлесси чăн-чăн арçын тивĕçĕ-çке.

 

Паян манăн вулакансене пушар хуралĕнчи çăлавçă ĕçне суйласа илнĕ çамрăк çинчен каласа парас килет. Çынсене хуть те мĕнле инкекрен çăласси те чăн-чăн арçын тивĕçĕ. Кун пек профессие пирĕн çĕршывра Чрезвычайлă лару-тăрусен министерствин вĕренỹ заведенийĕсенче илме пулать. Вĕсенчен пĕри Мускав хулинче вырнаçнă. Шăпах çавăнти Патшалăхăн пушара хирĕçле службăн академийĕнче вĕреннĕ те Туктамăш каччи Илья Харисович Ахматканов.

 

1994 çулта çуралнă Илья Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех асăннă академие вĕренме кĕме шут тытнă. "Манăн хама тĕрĕслесе пăхас килчĕ - хамăн пурнăçа пушар хуралĕпе çыхăнтарасси пулать-ши тесе шухăшларăм эпĕ, - тет Илья шкулта вĕреннĕ вăхăта аса илсе. - Ман шутпа, çăлавçăн, пушар сỹнтерекенĕн ĕçĕ - питĕ хăюллисен профессийĕ, ку енĕпе вăй хурасси пуринчен те пулмасть".

 

Ĕмĕтне пурнăçа кĕртме çăмăлах пулман каччăна - МЧС академине вĕренме кĕрес шухăшлисен, пулас çар çыннисен пекех, чи малтанах çар тухтăрĕсен комиссийĕ витĕр тухмалла. Ку вара пĕрре те çăмăл ĕç мар. Унта тухтăрсем питĕ çирĕп тĕрĕслеççĕ. Тухтăрсемпе психологсем "вĕренме кайма юрать" тени те çителĕксĕр - спортпа туслă пулни, математикăпа физикăна пĕлни кир лĕ. Шăпах çак енĕпе тепĕр хут тĕрĕслеççĕ академине вĕренме кĕнĕ чух.

 

Çак тĕрĕслевсем витĕр тухса хăйне лайăх енчен кăтартса пама пултарнă Илья Ахматканов пилĕк çул каялла академи курсанчĕ пулса тăнă. "Малтанласа вĕренме çăмăлах марччĕ - казармăри йĕркесенче пурăнмаллаччĕ, анчах та ерипен хăнăхса пытăм. Академи преподавателĕсем - питĕ пысăк квалификациллĕ специалистсем, тулли пĕлỹ параççĕ, пушар хăрушсăрлăхĕнчи çĕнĕ технологисене тата оборудование вĕрентеççĕ", - каласа кăтартать Илья. Кăçал вара Илья Ахматканов академин пушар хăрушсăрлăхĕн факультетĕнчен вĕренсе тухса алла диплом илнĕ.

 

Сăмах май, МЧС академийĕнчен вĕренсе тухакансене кăçал пĕрремĕш хут Мускаври Хĕрлĕ площадьре савăнăçлă лару-тăрура дипломсем парса чысланă. Хальхи вăхăтра шалти службăсен лейтенанчĕ Илья Ахматканов Çĕмĕрле хулинчи 23-мĕш номерлĕ пушар чаçĕнче тимлет. Апла-тăк, çамрăкăн хăйĕн пурнăçне пушар хуралĕпе çыхăнтарас ĕмĕчĕ пурнăçланнă тесен те юрать. Суйласа илнĕ çăмăл мар, анчах сăваплă ĕçре унăн ăнăçу кăна пултăр.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика