Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хыпар пултăр пурсăра, килсе курăр уява!

Авăн уйăхĕн 5_8-мĕшĕсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем çеç мар, аякран та çывăхран юбилей йыхравне хапăл тунă ентешĕмĕрсем те тăван районăмăр 90 çул тултарнă ятпа йĕркелекен уяв мероприятийĕсене кăмăлтан хутшăнма пултараççĕ. Тăватă куна тăсăлакан уяв программи пуян, анлă, нумай енлĕ.

Кунта шăпăрлансемпе шкул ачинчен пуçласа паянхи ĕç паттăрĕсем, район историйĕн страницине çырăнса юлнă ĕç ветеранĕсем, тăван халăхшăн тĕрлĕ çулсенче тăрăшнă ертỹçĕсем, ытти хăнасем те кăмăлтан канма, юбилее хатĕрленĕ çĕнĕлĕхсемпе паллашма пултараççĕ. Пысăк та пĕлтерĕшлĕ мероприяти асра юлмалла, çỹллĕ шайра ирттĕр тесе паян оргкомитет та пикенсех ĕçлет. Кирек мĕнле каласан та, хапха умне хăна киличчен тирпейлемелли те, йĕркелемелли те пайтах-çке.

_ Уяв программи хатĕр. Хаклă хăнасен списокĕ те "пиçсе" пырать. Районăн 90 çулхи историйĕнче тăван халăхшăн, район аталанăвĕшĕн тỹпе хывнă çынсем республика тулашĕнче те чылай пурăнаççĕ. Шупашкартан пуçласа Америка таранах! Вĕсене пурне те шыраса тупма тăрăшрăмăр. Шăнкăравпа тухнă ентешĕмĕрсем йыхрава хапăл туни те кăмăллă. Çавăнпа та пĕрлехи вăйпа хатĕрленĕ юбилей начар мар иртсе каясса шанатпăр. Уяв тĕлне ятарласа районăн паллă çыннисем, историйĕ пирки брошюра, буклет пичетленсе тухать. Хамăрăн асатте-асаннесен пурнăçне сăнлакан, тăван район аталанăвĕпе çыхăннă сăн ỹкерчĕксен куравĕ те (çакнашкал сăн ỹкерчĕксене паян та сиртен кĕтетпĕр) хăнасемшĕн, район çыннисемшĕн, çитĕнекен ăрушăн пĕлтерĕшлĕ пулĕ, _ пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçне пурнăçлакан С. Чернова.

Авăнăн 5-мĕшĕнче уяв программипе килĕшỹллĕн Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн, "кросс-кантри" енĕпе икĕ хут тĕнче чемпионки ятне тивĕçнĕ Ирина Калентьевăн тăван ялĕнче _ Нăрваш Шăхалĕнче _ 9.30 сехетре велоспорта кăмăллакан 90 спортсмен старта тăрĕ. Район юбилейĕ ячĕпе паттăр енĕн маттур ывăл-хĕрĕсене чыс та хисеп туса йĕркеленĕ чупăва велоспорта кăмăллакансем пурте хутшăнма пултараççĕ. Ватти те, вĕтти те темелле. Велосипедистсен караванĕ çула май Патăрьелĕнчи Ĕç паттăрĕсене асăнса уçнă аллейăна чарăнса вăхăтĕнче район аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшнă хастарсемшĕн пуç тайĕ. Юбилейăн пĕрремĕш кунĕ кунпа çеç вĕçленмест. Кăмăл пуррисем "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче вăй-халне çирĕплетме пултараççĕ. Кунта ятарласа уçă алăк кунне йĕркелеççĕ. 15 сехетре районти культурăпа кану центрĕнчи сумлă мероприятие килнĕ çынсем вара Юхмапа Пăла тăрăхĕн историйĕн кашни страниципе тĕплĕнрех паллашма пултарĕç. Урăхла каласан, акапуçĕнчен пуçласа паянхи хăватлă техника ĕмĕрĕ таранчченех. Итлесе ларма та, ĕлĕкхи пурнăçа хальхипе танлаштарма та кăсăклă пулĕ, хутшăнма çеç ан ỹркенĕр.

Авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Патăрьел районĕн историйĕпе, вăл мĕнлерех аталанса паянхи евĕр капăрланнипе, унăн чаплă çыннисемпе чăн малтан музейсенче паллашма пулать. "По следам Батыра" ятпа йĕркелекен туристсен экскурсине хутшăнакансем Патăрьелĕнчи "Çăкăр" историпе этнографи, Турханти Кокель, Çĕньялти Айхи, Алманчăри музейсенче паха экспонатсемпе паллашма хатĕрленеççĕ. Çак кунхинех ачасем фестивальте район истроийĕн сакăр тапхăрне кăтартса парĕç. Тепĕр кунхине вара туризм маршручĕпе районти çутçанталăк палăкĕ шутланакан вырăнсене çитсе курма май пур. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вĕсем сахал мар. Экологи çулталăкĕнче хамăр пурăнакан тавралăхра упрамалли вырăнсене çывăх пĕлни те пăсмасть. Вĕсене районăн 90 çулхи юбилейĕ хыççăн та çитес ăру валли сыхламалла-çке.

Юбилей программинче ачасем, аслисем валли те ятарлă мероприятисем пур. Кашни кунах Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче алă ăстисен куравĕ ĕçлĕ. Авăнăн 7-мĕшĕнче иртекен "Ăрусен тĕл пулăвĕ" ташă каçне хутшăнакан ĕç коллективĕсенчи "артистсем" пĕринчен тепри илĕртỹллĕ те астармăш юрă-ташăпа тĕлĕнтерĕç. Пĕрлехи уявра Патăрьелĕнчи культура çуртĕнче продукци туса кăларакан предприятийĕсен таварĕсене пахалама май пулĕ.

Урăхла каласан, пĕрле савăнмалли уява оргкомитетăн çеç мар, пурин те пикенсех хатĕрленмелле. Чăн малтан район центрĕнчи урамсене тирпейлемелле, хыт-хурана тасатмалла, организацисен çурчĕсене тĕрлĕрен электроçутăпа ăсталаса капăрлатмалла. Кашни çын, коллектив, ертỹçĕ районăн 90 çулне хăйĕн юбилейĕ вырăнне хурса хатĕрленсен çеç уяв асра юлмалла иртĕ.

А. Егорова



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 августа 2017
11:38
Поделиться