Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулсем вĕренỹ çулне хатĕр

12 августа 2017 г.

Шкулсем вĕренỹ çулне хатĕр

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - райадминистрацин финанс пайĕн ертỹçи Галина Анисимова ертсе пынă ушкăн 1 ача садĕнче, Елчĕкри ача-пăча искусство шкулĕнче тата 5 вĕренỹ учрежденийĕнче пулчĕ.

Чи малтанах "Шевле" ача садĕнчи лару-тăрупа паллашрĕ вăл, ача сачĕн картишне пырса кĕрсенех кунти тирпей-илем, капăр чечексем кăмăла çĕкленине палăртрĕ. Ĕçченсем тăрăшуллă пулнине шалти капăрлăхпа хăтлăх та лайăх çирĕплетрĕ.

- Ỹсĕмсемпе çитĕнỹсем руководитель ĕçе тĕрĕс йĕркелесе пынинчен килеççĕ, коллективпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлени ăнăçлă аталанма пулăшать, - палăртрĕ Галина Анисимова.

Елчĕкри искусство шкулĕн ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе те кăмăллă юлчĕç комисси членĕсем, çапах та хăш-пĕр çитменлĕхсене асăрхаса вĕсене кĕске вăхăтра пĕтерме сĕнỹсем пачĕç.

Аслă Елчĕк шкулĕ кашни çулах тасалăхпа тирпейлĕх енĕпе палăрать. Шкул умĕнчи, картишĕнчи пысăк лаптăкра çитĕнекен чечексем куçа йăмăхтараççĕ. Пĕр пушă çĕре те сая ямаççĕ кунта. Пысăках мар лаптăкра çитĕнекен пахча çимĕç йăранĕсем çинче çумкурăк кураймăн. Ачасене çĕнĕ вĕренỹ çулне кĕтсе илме хатĕрленсе шкулта кăçал сахал мар ĕç тунă - коридорсемпе классене, столовăйĕнчи урайне тата маччине сăрланă, 16 çĕнĕ алăк лартнă, 3 пысăк стенд йĕркеленĕ, кабинетсен ячĕсене вырăсла-чăвашла çырса тухнă, пушар сигнализацине çĕнетнĕ.

Аслă Пăла Тимеш шкулĕ те авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче ачасене кĕтсе илме яланах тĕплĕн хатĕрленет. Классемпе коридорсене тирпейленисĕр пуçне кунта та кабинетсен ячĕсене икĕ чĕлхепе - чăвашла тата вырăсла çырса тухнă. Кăçал шкулта пурнăçланă пысăк ĕçсенчен пĕри - видеосăнав вырнаçтарни.

Кушкă шкулĕнче ачасене хаваслă сăн-питпе кĕтсе илме уйрăмах тĕплĕн хатĕрленнĕ. Чылай ĕç пурнăçланă кунта, классемпе коридорсене, спорт залĕсене йăлтах çĕнетнĕ. Пысăк ĕçсен шутне шкул умне çĕнĕ тротуар сарнине тата картлашкана çĕнетнине, инвалидсем валли пандус тунине асăнмалла.

Шăмалаксем те вĕренỹ çуртĕнче тирпейлĕхпе илемлĕх, хăтлăх хуçалантăр тесе чылай тăрăшни сисĕнчĕ. Тăватă класра капиталлă юсав ĕçĕсем те пурнăçлама вăй çитернĕ. Ырă енсене палăртнă май комисси членĕсен сĕнỹсем те пулчĕç.

Лаш Таяпа шкулĕнчен яланах çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмпа тухаççĕ комисси членĕсем. Шкул столовăйĕнче тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланни, кунта санитарипе гигиена правилисене çирĕп пăхăнни курăнчĕ. Кăçал столовăйĕнчи чỹречесене улăштарма вăй çитернĕ.

- Шкула çĕнетес ĕçре хамăр выпускниксем пысăк пулăшу параççĕ, - кăмăллăн пĕлтерет Лаш Таяпа шкулĕн директорĕ И.Чернова.

Тĕрлĕ службăна пĕрлештерекен ушкăнсем районти шкулсем çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленнине кашни çулах туслă йышпа тĕрĕслени питĕ меллĕ. "Чи кирли - ачасен сывлăхĕ тата хăрушсăрлăхĕ", - теççĕ вĕсем çитĕнекен ăру ăслă-тăнлă та сывлăхлă çитĕнтĕр тесен шкулта пур услови те кирлине палăртнă май. Полици ĕçченĕсем шкулсене тĕрĕсленĕ май кашнин ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă юлчĕç. Пур вĕренỹ учрежденийĕнче те йĕркелĕх хуçаланнине асăнчĕç вĕсем. Пушар хурал, Елчĕкри газ участокĕн ĕçченĕсем те шкулсем умри тĕллевсене тĕплĕн пурнăçланине хыпарларĕç: пушар сигнализацийĕсем тивĕçлĕ ĕçлеççĕ, вут-çулăм сỹнтермелли хатĕрсем çителĕклĕ, персонал яваплăха туять. ЧР Роспотребнадзор управленийĕн специалисчĕсем çулсерен вĕренỹ учрежденийĕсен умне лартакан требованисене те вăхăтра пурнăçласа пыма тăрăшаççĕ шкулсенче, çапах та çитменлĕхсем пур-ха. Хăш-пĕр шкулти медкабинетра эмелсем срокран тухнине, классенчи çутă ламписем стандартсемпе килĕшсе тăманнине, столовăйсенче производство сĕтелĕсем çитменнине е хăш-пĕр поварсем йĕркене пăхăнсах ĕçлеменнине, классенчи лампăсем пĕр тĕспе çунманнине тата ытти çитменлĕхсене палăртрĕç. Вĕсене шкул директорĕсемпе ытти ĕçченсем кĕске вăхăтрах пĕтерме шантарчĕç.

Тумалли ĕçсен калăпăшĕ пысăк, чăрмавĕсем тĕл пулсах пырсан та педагогсем çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмлă. Ачасене тарăн пĕлỹ парас, тĕрĕс çын пулса ỹстерсе обществăна юрăхлă тăвас тесе ырми-канми тăрăшаççĕ, çĕнĕлĕхсене анлăн пурнăçа кĕртеççĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Сăнỹкерчĕкре: Аслă Елчĕк шкулĕ çумĕнчи "Березка" ача садне воспитанниксем хаваспах çỹреççĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика