Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Физкультурник кунĕ иртрĕ

Сывлăхлă пулма - парка тата спорт лапамне! Çак девизпа иртрĕ те ĕнтĕ шăматкун «Хĕлхем» спорт шкулĕн территорийĕнче Физкультурник кунне халалланă уяв. Кунта спорта кăмăллакансем, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем пухăнчĕç.

Физкультурăпа спорт мероприятийĕсем анлă иртрĕç. Уява килнисем пляж волейболĕн чемпионатĕнче, мини-футбол турнирĕнче ăмăртрĕç, шкул ачисем велосипедпа чупрĕç, дартс, мас-рестлинг вăййине хутшăнчĕç, канат туртрĕç, пневматика пăшалĕнчен печĕç, шахматла вылярĕç. Çĕнтерÿçĕсене медальсемпе, Хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе чысларĕç.

Çак кун кашниех спорт, тренажер, фитнес, бокс залĕсене тÿлевсĕр кĕрсе сывлăхне çирĕплетме пултарчĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 августа 2017
13:48
Поделиться