Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Конкурсра палăрнă

Район хаçатĕнче июлĕн 25-мĕшĕнче тухнă номерĕнче «Пакша йышланĕ» статьяра Шупашкарти Лакрей вăрманĕпе хула администрацийĕ «Пакша çурчĕ» конкурс йĕркеленине тата Хула кунĕ тĕлне, çавăн пекех Лакрей вăрманĕ йĕркеленнĕренпе 60 çул çитнине халалласа Хусанти усравлăхран Алтайăн 10 пакшине илсе килнине çырса пĕлтернĕччĕ. Çак конкурса Кураккассинче пурăнакан Юрий Андреевпа унăн мăнукĕ Артем хутшăнма кăмăл тунă. Кукашшĕ çăка хăвăлне тупса ăна икĕ енчен те тасатса якатнă, саваланă, тăррине тунă та конкурса тăратнă. Артем Федоров «Пÿрт - пакшан ĕмĕчĕ» номинацире палăрнă. Арçын ачана дипломпа тата парнепе чысланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 августа 2017
13:47
Поделиться