Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасем тĕлĕшпе сыхлăха ÿстермелле

Чăваш Республикин Прокуратури нумаях пулмасть çула çитмен çамрăксем тĕлĕшпе тунă преступленисене хирĕç кĕрешессипе мĕнле ĕçленине тишкерчĕ. Кăçал республикăра ачасем тĕлĕшпе право йĕркине пăснă тĕслĕхсен шучĕ ÿснине палăртрĕç унта. 2017 çулхи 6 уйăхра ку кăтарту иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 30,6 процент ÿснĕ. Пĕлтĕр кун йышши преступленисене 395 регистрациленĕ пулсан, кăçал - 516. Кăçал ачасем тĕлĕшпе тунă преступленисенчен арлăх тĕлĕшĕнчен тĕкĕнме юраманнипе çыхăннă тĕслĕхсен шучĕ уйрăмах ÿсни пăшăрхану çуратать. Асăннă йышши преступленисем 47,8 процент ÿснине палăртмалла.

Ар çыхăнăвне кĕнипе çыхăннă преступлени вăл çула çитмен çамрăкăн кăмăл-сипет тата çан-çурăмĕн аталанăвне, уголовлă саккунпа килĕшÿллĕн арлăх тĕлĕшĕнчен тĕкĕнме юраманнине хирĕçле ятарласа тунă ĕç. Çула çитмен çамрăк тĕлĕшпе кун пек преступлени тунăшăн РФ Уголовлă Кодексĕн 131-мĕш, 132-мĕш, 133-мĕш статйисемпе - пусмăрланăшăн, вăйпа ар çыхăнăвне кĕме хистенĕшĕн, 134-мĕш статйипе - 16 çула çитмен çамрăкпа ар хутшăнăвне кĕнĕшĕн е ăна пусмăрланăшăн, 135-мĕш статйипе - аскăнла ĕçсем тума явăçтарнăшăн явап тыттараççĕ.

Пĕтĕм Раççейри тĕрлĕ статистика кăтартăвĕсем тăрăх, нумай чухне 12 çула çитмен ачасем тĕлĕшпе ытларах çакăн пек преступ- ленисене тăваççĕ те. Мĕншĕн тесен вĕсем ку ÿсĕмре лару-тăрăва тивĕçлипе хак пама пĕлмеççĕ, вĕсене хăратма е мĕн те пулин тума хистеме йывăрах мар. Ачасемпе çамрăксене пусмăрлани вĕсен сывлăхне пысăк сиен кÿрет. Кăмăл-сипет, психика çине мĕнле витĕм кÿнине сăмахпа каласа палăртма та май çук.

Çавăнпа та ачасене инкекрен сыхлас тесен тĕпренчĕкĕр кампа туслă пулнине пысăк тимлĕх уйăрăр. Юлташĕсен адресĕпе телефон номерĕ яланах ал айĕнче пултăр. Хăвăр пурăнакан вырăна ал тупанĕ çинчи пек пĕлĕр, ача-пăчана выляма, уçăлса çÿреме хăрушлăх кăларса тăратман вырăнсене палăртăр. Ачасене çавăнта анчах уçăлса çÿремеллине асăрхаттарăр. Çавăн пекех палламан çынсемпе калаçма, вĕсемпе лифта, подъезда кĕме юраманнине ăнлантарăр. Ют машина çине ларни те инкек патне илсе çитерме пултарнин, е шкултан тухсан тĕттĕмленичченех урамра çÿремелле маррине калăр.

Енчен те палламан çын пĕр-пĕр лавка ăçтине ыйтать е сумка йăтса пулăшма, вăл е ку урама ăçтан каймаллине кăтартма сĕнет - кун пек тĕслĕхсенче яланах ачана «ÇУК» теме вĕрентмелле. Ют çын хăнана чĕнсен кайма юраманнине палăртмалла. Çавăн пекех пĕлмен çынран нимĕнле кучченеç та йышăнма юраманнине ача яланлăхах ăса хывмалла.

Аслисен вара çакна асра тытмалла. Аталаннă обществăра ют ачасем çук, вĕсем пурте пирĕн. Çавăнпа та кашнинех инкеке лекнĕ ачана пулăшу парассине тĕпе хумалла. Пирĕнтен лайăхрах вĕсене никам та хÿтелейме.

Алина БОЛЬШОВА,

район прокурорĕн аслă пулăшаканĕ.    

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 августа 2017
13:44
Поделиться