Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Купон пух та рюкзаклă пул!

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕччен уйăхран кăшт сахалрах çеç юлчĕ. Шкул çулне такăрлатакан ачасемшĕн кăна мар, вĕсен ашшĕпе амăшĕшĕн те хумхануллă самант халĕ. Ачасене çĕнĕ тум-тир, тетрадь-ручка тата ытти хатĕр-хĕтĕр туянса памалла-çке. Вĕсем вара йÿнех мар.

«Анне, акă кур-ха, епле илемлĕ рюкзак. Тен çакнах илĕпĕр. Кунта тетрадьпе кĕнеке, пенал чикмелли уйрăмсем те пур», - пĕр вĕçĕмсĕр калаçать кăçал пирвайхи хут парта хушшине ларма ĕмĕтленекен хĕрача. Амăшĕ унпа килĕшсе шкул хатĕрĕсене тытса пăхать. «Чăнах та, хĕрĕм, ку рюкзак тĕсĕпе те илемлĕ, калăпăшĕпе те пысăк мар, çурăма та амантмасть. Туянар», - килĕшет амăшĕ.

Элĕк салинчи суту-илÿпе пулăшу центрĕн икĕ хутлă çурчĕ (вăл райпо çурчĕпе юнашар вырнаçнă - авт.) аякранах илемлĕн курăнса ларать.

Пĕрремĕш хутра кил-çуртра кирлĕ япаласем сутаççĕ пулсан, иккĕмĕш хутра теттесем, шкул хатĕрĕсем. Алина Михайлова заведующи палăртнă тăрăх, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ валли мĕнпур тавара кÿрсе килнĕ. Суту-илÿ çуртĕнчен çын татăлма та пĕлмест.

«Суту-илÿ çуртĕнче июнĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа августăн 23-мĕшĕччен «Шкула хатĕр!» акци ирттерме палăртрăмăр. Калас пулать, çак тапхăрта шкул хатĕрĕсене ытти чухнехинчен самай йÿнĕрех хакпа туянма пулать. Пирĕн патра тавар туянакансене вăйă кĕтет. Суту-илÿ çуртĕнче 500 тенкĕрен малалла япала туянсан купон паратпăр. Пĕтĕмпе 7 купон пухсан рюкзак, шкул наборĕ тата ытти япаласем выляса илме пулать», - каласа парать Алина Геннадьевна.

Надежда Ивановăпа Наталья Васильева сутуçăсем тавар туянма килекенсемпе ăшшăн, тарават калаçнине курма питех те кăмăллă. Хĕрарăмсем пĕр чĕлхерен ĕçлеççĕ. Вĕсен çаврăнăçулăхĕнчен, çынсемпе калаçма пĕлнинчен тавар туянакансем лавккана çÿресси тÿрремĕнех килнине палăртать Алина Михайлова. Суту-илÿ çуртĕнче темĕн те пур. Чылай таварăн хăйĕн серийĕ. Сăмахран, пĕрисем «Каляка-маляка» серие кăмăллаççĕ пулсан, теприсене «Алфавит» килĕшет. Кунта вара асăннă серисенчен кăранташ та, сăрă та, альбомпа тĕслĕ хут та туянма пулать.

«Ачасене предмет тетрачĕсем кăмăла кайнине палăртас килет. Вĕсене уйрăмшарăн та, комплектпа та сутатпăр. Комп- лектра пурĕ 10 тетрадь», - ăнлантарать Алина Михайлова.

Вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Ашшĕпе амăшĕн вăхăт çукпа пĕрех: ĕçе те каймалла, çу каçипе ĕçлесе çитĕнтернĕ пахча çимĕçе те пухса кĕртмелле. Элĕкри суту-илÿ çуртĕнче вара шкула кайма мĕн кирли йăлтах пур.

Сутуçăсем кашни кĕçнерникун пасара тухса район çыннисене тĕрлĕ таварпа тивĕçтереççĕ. Сакассемпе те ĕçлеççĕ.

Вера МОРОЗОВА.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 августа 2017
13:38
Поделиться