Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Строительсен тÿпи пысăк

Юлашки тапхăрта Элĕк сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăннинче «Аликовская МСО» организацин тÿпи пысăк пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Кунти ĕçченсем тăрăшнипе район центрĕнче нумай хваттерлĕ темиçе çурт та хута кайрĕ, культурăпа кану керменĕ умĕнчи лапам та чылай çыншăн чи юратнă кану вырăнĕ пулса тăчĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсене хăтлăх кĕртес ĕçре те вĕсене çитекен нимĕнле строительство организацийĕ те çук-ха хальлĕхе район территорийĕнче.

Хĕлле-и е çулла-и нихăçан та ĕçсĕр лармаççĕ асăннă организаци строителĕсем. Халĕ те акă Элĕк район территорийĕнче ĕçленипе пĕрлех Çĕмĕрле тăрăхĕнче те тăрăшаççĕ.

- Паян пирĕн строительсен темиçе ушкăнĕ Çĕмĕрле районĕнче кивĕ тата авариллĕ çуртсенче пурăнакансене çĕнĕ çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе çыхăннă программăпа килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ çуртсем тăвассипе тимлет. Тĕрĕсрех палăртсан, вĕсенчен виççĕш-не хута яма ĕлкĕртĕмĕр ĕнтĕ. Тепĕр иккĕшĕпе те ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ, - палăртать асăннă организаци ертÿçи Сергей Лаврентьев.

Ку чухне çакна асăнса хăвармалла, Элĕксем кăçал çеç пĕрремĕш хут мар ĕнтĕ ытти районсенче те хăйсен ĕçне йĕркелеççĕ. Сергей Алексеевич пĕлтернĕ тăрăх, ку таранччен вĕсем республикăри темиçе районта та пурăнмалли çурт-йĕр тăвас ĕçе хутшăннă. Çавăн пекех социаллă объектсене тĕпренех юсаса çĕнетес ĕçе те пурнăçлаççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, Муркашпа Пăрачкав районĕсенче пушар чаçĕсен хутса ăшăтмалли тытăмне çĕнетнĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнче кивĕ тата авариллĕ çуртсенче пурăнакансене валли çурт-йĕр çĕкленĕ.

Эппин, çакă «Аликовская МСО» организаци ĕçченĕсем чăн-чăн профессионалсем пулнипе, хăйсене шанса панă ĕçе пысăк шайра пурнăçланипе ят-сума çĕнсе илнине çирĕплетет те.

Ÿстерсе каламастăп, районти социаллă объектсене хăтлăх кĕртессине те кунти строительсемех пурнăçлаççĕ. Акă, иртнĕ тапхăрта ăстасен пĕр ушкăнĕ Тури Карачурари çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне инженери сечĕсемпе çыхăнтарнă. Вĕсемех брусчатка хунă, йĕри-тавралла карта тытса çаврăннă. Çав вăхăтрах тепĕр ушкăн Шĕмшешри культура çурчĕн тăррине витессипе ĕçленĕ. Асăннă çурт тăрринчен тахçантанпах шыв аннă, вырăнăн-вырăнăн кирпĕчсем йăшнă. Çавăнпа та строительсен малтанах асăннă вырăнсене çĕнетме тивнĕ, вентиляци шахтисене купаланă, шыв тăракан вырăнсене якатса тикĕсленĕ те çурт тăррине пĕтĕмĕшле çĕнĕрен витнĕ. Халĕ кунта сывлăх енчен хавшаккисене чăрмавсăрах кĕрсе çÿреме майсем туса парас тĕллевпе пандус тăваççĕ. Унсăр пуçне Шĕмшешри ватăсен çуртĕнче те сахал мар ĕç-пуç пурнăçланă. Асăннă учреждени картисем тахçанах çирĕплĕхне çухатнăччĕ-ха, шăп та шай вĕсене йĕри-тавралла улăштарнă та «Аликовская МСО» организаци. Çавăн пекех çуртăн çĕр çумĕн-чи пайне те çĕнетнĕ тата ытти ĕçсене пурнăçланă.

- Тăватă çынран тăракан ушкăн халĕ Сурăмварринче палăк вырăнне хăтлăх кĕртессипе ĕçлет. Ятарлă проектпа килĕшÿллĕн унта йĕри-тавралла карта тытса çаврăнмалла, брусчатка сармалла, икĕ сак вырнаçтармалла. Асăннă лапамра çавăн пекех юпасем çинче лампăсем вырнаçтарма палăртнă. Ку тĕлĕшпе инженери сечĕ- сене вырнаçтарас ĕçе вĕçленĕ. Асăннă лапам ял çыннисемшĕн хăйне евĕрлĕ кану вырăнĕ пулса тăрĕ, - хăйсен ĕç тĕллевĕпе паллаштарать С.А.Лаврентьев.

Çитес тапхăрта та кунпах ĕç вĕçленмест. Тавăтра тата Чăваш Сурăмĕнче пушар машинисене валли гараж тăвассипе те «Аликовская МСО» строителĕсем ĕçлĕç. Çавăн пекех Ехремкассинчи культура çурчĕн тăррине витес тĕллевпе ирттернĕ аукционта та вĕсемех çĕнтернĕ.

- Хамăр организацире тăрăшакан 50-а яхăн строителе çăмăлах мар ĕçĕшĕн, професси тĕлĕшĕнчен чăн-чăн ăстасем пулнишĕн тав тăватăп, ăнăçупа телей сунатăп, - калаçăва вĕçленĕ май хăйĕн ĕçченĕсене саламлать Сергей Алесеевич.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 августа 2017
13:37
Поделиться