Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сиенлĕ информаципе ан паллашчăр

Юлашки вăхăтра Интернет хăрушлăхĕ пирки хаçатра тăтăшах çыратпăр пулин те ку ыйту паянхи кун ытларах та ытларах çивĕчленсе пырать, мĕншĕн тесен Интернет пирĕн хушăра анлă сарăлнă.

Халĕ унсăрăн ниçта та пĕр сехет те, пĕр минут та иртмест. Ĕçпе çыхăннă самантра вăл, паллах, чăн-чăн пулăшуçă, анчах ачасемшĕн кулленхи пурнăçра Интернет чылай чухне чăрмантарать.

Уйрăмах шкул ачисене (е çула çитмен çамрăксене) хăйĕн серепине кĕртсе ÿкерет. Пурнăç улшăнса пырать, çавна май ашшĕ-амăшĕ хăйĕн тĕпренчĕкне çĕнĕ йышши телефон туянса парать. Çавăнпах-тăр юлашки вăхăтра урамра ача аллинче кĕсье телефонĕ час-часах асăрхатăн. Вĕсем унпа усă курса социаллă сетьсенче, форумсемпе чатсенче тĕрлĕ енлĕ информаципе паллашаççĕ. Пĕр-пĕринчен темĕнле вăйă та, программа та куçараççĕ, тĕрлĕрен çынсемпе паллашаççĕ. Çуллахи каникулта шкул ачи уйрăмах хăйне ирĕклĕн тытать. Ун аллинче ялан телефон. Вăл каçхине çывăрма выр-тас умĕн те, ирхине ыйхăран вăранса çитмесĕрех компьютер умне ларма васкать. Çу кунĕсенче ашшĕ-амăшĕн ĕçĕ те туллиех пулнăран ачи-пăчине тимлĕх уйăрма та вăхăт çитмест. Лешĕсем вара çавăнпа усă курса Интернета пуçĕпех «путаççĕ». Анлă сарăлнă хăрушă вăйăсене выляççĕ. Кăшт аслăраххисем паллашу сайчĕсенче талăкĕпех лараççĕ. Интернетра хăйсем сисмесĕрех тĕрлĕ виртуаллă тус-юлташ тупаççĕ.

Çавăнпа та, енчен те ача-пăча ялан тенĕ пек телефонпа е компьютер умĕнче ларать пулсан ашшĕ-амăшĕн ăна ĕçе кÿлентерме тăрăшмалла. Хăвăрах тĕрĕс тунине вăхăт иртсен ăнланса илетĕрех эсир. Хăш чухне сисетĕр пулĕ - ачана мĕн те пулин пурнăçлама е Интернетра ытлашши ларнăран ăна канма ыйтсан, вăл часах тарăхса кайнине, хăйне чăрмантарнăшăн кăшкăрма пуçлать. Ку пĕтĕмпех Интернет витĕмĕ. Хальхи вăйăсем вылянă хыççăн хăйсен тус-юлташĕ çинче те тĕрĕслесе пăхма пултараççĕ-çке вĕсем. Кун йышши тĕслĕхсем ан пулччăр тесен ашшĕ-амăшĕн е вĕрентекенсен Интернетра мĕнлерех сиен кÿрекен информаци пирки каласа памалла. Харпăр хăй ачи кампа, ăçта тата мĕн туса çÿренине, Интернетра кампа хутшăннине, вăл мĕнпе интересленнипе кăсăклансах тăмалла, май пулсан юнашар ларса вăл Интернетпа усă курса мĕн тума пултарнине сăнамалла. Ачашăн сиенлĕ пулма пултаракан сайтсене кĕрсе ан кайтăр тесен ашшĕ-амăшĕн ятарлă программа е фильтр лартмалла. Ачан пурнăçĕпе, кашни утăмĕпе интересленни те нихăçан та ытлашши пулмĕ.

А.СИЛИВЕСТРОВА.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 августа 2017
13:32
Поделиться