Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Вырма вăй илет

Паянхи куна районти пур ялхуçалăх предприятийĕсенче тата хресченпе фермер хуçалăхĕсенче кĕрхи пĕр- чĕллĕ культурăсене пухса илме тытăннă. Пĕтĕмпе 252 гектар çинчен вырса илнĕ, 776 тонна çапса тĕшĕленĕ. Кĕрхи тулă тухăçĕ гектар пуçне вăтамран 30 центнерпа танлашать. Уй-хирте пурĕ 11 комбайн тырă вырать. Кĕрхи культурăсен пуссине район юбилейĕ умĕн, иртнĕ кĕçнерникун, чи малтан "Коминтерн" ЯХПК ĕçченĕсем тухнă, тăватă комбайн Хурапыр çывăхĕнчи кĕрхи культурăсене вырнă. Штурвалсем умĕнче - опытлă механизаторсем тата çамрăксем. Вĕсен тĕллевĕ _ тыр-пула тăкаксăр пухса илесси.

"Нива" ЯХПК-ра та вырма ĕçĕсене аван йĕркеленĕ. Мĕн тĕттĕмлениччен комбайнерсем Хăмаркка çывăхĕнчи уйра тырă выраççĕ. Хуçалăхăн тĕп агрономĕ Алексей Воронов пĕлтернĕ тăрăх, пĕрчĕллĕ культурăсене 700 гектар лаптăкран пухса илмелле. Тунтикун тĕлне 40 гектар лаптăкран кĕрхисене вырса кĕртнĕ. Тухăç _ гектартан 25 центнер. Йĕтем çинче те ĕç шавĕ тăрать. Кунта аслисемпе пĕрле ачасемпе çамрăксем те тăрăшса ĕçлеççĕ.



"Пирěн пурнăç"
16 августа 2017
08:51
Поделиться