Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Анатолий Данилов: "Чечеклен, Чутай Ен"

Районăн сумлă юбилейне паллă тунă кунах "Çын тата çутçанталăк" музейра район ертỹçисенчен, сумлă хăнасенчен тăракан делегаци хутшăннипе пирĕн ентешĕн, Чăваш халăх художникĕн Анатолий Даниловăн "Чечеклен, Чутай Ен" ятпа ỹкерчĕксен куравĕ уçăлчĕ. Анатолий Васильевичăн пуçарăвĕпе 2000 çулта районта галерея йĕркеленĕ. Тĕрлĕ çулсенче района вăл нумай парне тунă - ĕçĕсен шучĕ 120 çитнĕ. Хальхи курава паллă художник 42 картинăран йĕркеленĕ. Вĕсене вăл тăван çĕр хавхалантарăвĕпе чунне парса ỹкернĕ. Кашни ỹкерчĕк çутçанталăкпа этем хушшинчи çыхăнăва туллин палăртать, хăйĕн илемĕпе, тасалăхĕпе куракана тыткăнлать. Художник тĕрлĕ сăрăсемпе усă курса тăван çĕре, унăн ĕçченĕсене юратнине палăртать, куракана ăшă туйăмсем парнелет. Çак пахалăха тата ỹнерçĕ-ентешĕн вĕçĕ-хĕррисĕр талантне палăртрĕç те курава пухăннисем.



"Пирěн пурнăç"
16 августа 2017
08:51
Поделиться