Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вырма кунсерен вăй илет

Икĕ-виçĕ кун çумăр çуманниех районти хуçалăхсенчи вырма техникине уй-хире илсе тухма май пачĕ. Кашни самантпа туллин усă курма тăрăшаççĕ халĕ тыр-пул çитĕнтерекенсем. Ирхи сывлăм типнĕ хыççăнах ĕçе пикенеççĕ çĕр ĕçченĕсем. Ыхра Çырминчи Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕнче пĕрчĕллĕ культурăсене 1300 гектар çитĕнтернĕ. Уйра виçĕ комбайн ĕçлет. Д. Карнеев, Р. Хуснетдинов, М. Ямалетдинов кĕрхи ыраша тỹрремĕнех пухса çапаççĕ. Çĕнĕ тырра йĕтеме А. Уткин Алексей ывăлĕпе турттараççĕ.

_ Вырма каярах юлчĕ кăçал. Ĕç капланчĕ. Кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлессине те вăраха ярасшăн мар. Унта Р. Яфизов ĕçлет. Нумай çул ỹсекен курăксене иккĕмĕш хут çулма пикентĕмĕр. Тинĕс хĕрринчи лайăх çанталăка кĕтсе лармастпăр. Кашни участокрах хĕрỹ ĕç вĕрет,_ тет Р. Салихов агроном.

Ĕççине тĕплĕн хатĕрленнĕ кунта. Техникăсем юсавлă. Тепĕр çĕнĕ комбайн туянма мехел çитернине те ырламалла.

_ Паян агропромышленность комплексĕ çĕнĕ техникăсăр аталанаймасть. Ĕçе технологипе пурнăçлас, мĕн çитĕнтернине пахалăхлă пуçтарса кĕртес тесен парка çĕнетмеллех,_ тет хуçалăх ертỹçи Р. Санзяпов.

"Исток" çĕрĕç фирминче те ĕççи кăмăллă пырать. Пĕр анарах пĕрисем комбайнсемпе пухса çапаççĕ, теприсем улăмне тюклаççĕ, виççĕмĕшĕсем ăна ферма çывăхне турттараççĕ. Кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлекенсем тепĕр уя йышăннă.

"Корма" пĕрлешỹ Кивĕ Ахпỹртре, Вăтаелĕнче, Тутар Тимешĕнче çĕрсем арендăна илнĕ. Предприяти çумĕнчи лаптăкра сухан-севок кăлараççĕ. Кивĕ Ахпỹртринче пĕрчĕллĕ культурăсене пухса çапаççĕ.

_ Кăçал ĕççине хамăр вăйпа туяннă çĕнĕ комбайн хутшăнни кăмăллă. А. Яковлевпа В. Овечкин уй-хир "карапĕсене" пĕр тикĕс ĕçлеттереççĕ. Мăнукăм Никита та комбайнер пулăшуçи пулса штурвал умне ларчĕ,_ савăнăçне пытараймасть И. Владимиров ертỹçĕ.

Предприяти паркне çĕнĕ техникăпа, кăкарса ĕçлемелли хатĕрсемпе пуянлатсах пырать. Çĕрулми лартаканнине, гербицид сапаканнине, удобрени сирпĕтекеннине те халĕ кỹршĕсенчен шырамалла мар вĕсен. Пурне те туянма пултарнă.

_ Ир тăракан çерçи тутă пулнă, теççĕ. Камсем çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтра пурнăçларĕç, çавсемех вырмана та юсавлă тата çĕнĕ техникăпа тухрĕç. (Сăмах май çакна та палăртмалла. "Батыревское" пĕрлешỹре те ХТЗ-150К çĕнĕ трактор туяннă. Авт.) Мĕн çитĕнтернине кар тăрса пỹлмесене кĕртер. Çавăн чухне пирĕн пурнăç тата та лайăхрах пулĕ, район экономики те тĕрекленĕ, _ тет район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов тыр-пул пухса кĕртес ĕçе районти кашни хуçалăх мĕнлерех йĕркелесе пынине тишкерес тĕллевпе вырăнсене çитсе çаврăннă май.

А. Астраханцева



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 августа 2017
13:52
Поделиться