Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Космос паттăрне чысланă

Шăпах 55 çул каялла — 1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче — Андриян Николаев тĕнче уçлăхне вĕçсе кайнă. Ентешĕмĕрĕн паттăрлăхĕпе паян та мăнаçланатпăр. Ун умĕнче пуç тайса республикãра тĕрлĕ мероприяти иртнĕ.

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче космонавтăн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне халалланă курав уçăлнã, «1962 çулхи çурла уйăхне аса илетпĕр» ятпа «çавра сĕтел» йĕркеленĕ тата савăнăçлă лару иртнĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннã. Михаил Васильевич çак шухăша палăртнã: "Паян чăваш халăхĕшĕн, республикăшăн чăннипех те паллă кун. Ентешĕмĕре хисеплесе кунта килнĕ çынсем, Андриян Григорьевичăн юлташĕсем, космонавтсем, тăванĕсем унăн ятне тата та ытларах çĕклеççĕ. Çĕршыври виççĕмĕш космонавт чăваш çĕрĕнче çуралса ÿснĕшĕн мăнаçланатпăр".

Уява район администрацийĕн пуçлãхĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене пурнãçлакан С.Чернова ертсе пынипе Юхмапа Пãла тãрãхĕн делегацийĕ те хутшãннã.

 (Хамãр корр.).



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 августа 2017
13:44
Поделиться